- Чăвашла верси
- Русская версия
Витри-витрипе сĕт йăтаççĕ, укçине сахал илеççĕ...
«Ĕне - çур пурнăç», - тенĕ ваттисем. Çак выльăх паракан сĕтпех кун кунлама пулать-çке. Унран уйран та, çу та, тăпăрчă та... хатĕрлетпĕр! Веçех хамăрăн, ялти. Вăл пахарах та, чылай тутлăрах та. Хуçалăхра ĕне тытакансенчен чылайăшĕ укçа тăвас тĕллевпе сĕте сутать. Хăшĕ - уйрăм çынсене, хăшĕ - райпо лавккине. Çапах чылай çынна сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çивĕч çак ыйту çинче пĕрре мар чарăнса тăнă. «Халăхран 1 литр сĕте 13 тенкĕрен кая мар илмелле», - палăртнă Михаил Васильевич. Анчах хăш-пĕр районта çак хакран йÿнĕрехпе те йышăнаççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас