Ирина КОШКИНА

31 Юпа, 2014

“Нихăçан тутанса курман апатпа Америкăра сăйлантăм”

"Студент вăхăчĕ - чи лайăххи", - тесе пирĕнтен аслисемех каланă. Ахăртнех, университет-училищĕре пулнă самант куç умне тухсан кашнинех чĕри савăнăçпа тулать. Вĕренмесĕр килсе "2" паллă çаклатни те, пур-çук укçана пухса хатĕрленĕ апат çухални те... асран тухас çук. Хальхи вăхăтра студентсем пур енлĕн аталанма пултараççĕ. Юрлама вĕренес килсен вокал кружокне çырăнма, çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятие хутшăнма май пур. Ют çĕршыва каяс килет-и? Тĕрлĕ программăпа усă курса аякри çĕрсене çитсе унти культурăпа, йăла-йĕркепе паллашма пулать.

17 Юпа, 2014

Шкул ачисем те наркотикпа иртĕхеççĕ

Нумаях пулмасть Раççейри темиçе регионта çĕнĕ йышши наркотикпа наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ăна пула çут тĕнчепе сыв пуллашнисем те пур. Шел, çак амак пирĕн республикăран та пăрăнман. Кĕске хушăрах 156 çын регионти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене паллă мар наркотикпа наркăмăшланнăран пынă. Вĕсенчен 25-шĕн диагнозне çирĕплетнĕ. Çивĕч çак ыйту тавра кулленех калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни курăнмасть. Наркотикпа ашкăнакансен йышĕ пĕрмай ÿсет. Ытларах чухне унăн серепине çул çитмен ачасем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ.

17 Юпа, 2014

“Пирĕн республикăра кунашкал мероприяти пулманччĕ”

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртрĕ. Уява тĕнчери 20 çĕр-шыв, Раççей Федерацийĕн 81 субъекчĕн çыннисем çитнĕ. Çав шутра - министрсем, кĕпĕрнаттăрсем, Правительство ĕçченĕсем, паллă спортсменсем. Мероприятие хутшăннă аккредитациленнĕ çынсем 2767-ĕн пулнă.

3 Юпа, 2014

Ачасем валли - шкул тумĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин Украинăри тăван килĕсене хăварса пирĕн çĕр-шыва тарнă çынсене пулăшас тĕллевпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ лару ирттерчĕ. Унта хутшăннисем республикăра пурăнакан Украина гражданĕсене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕç.

3 Юпа, 2014

“Алешăпа Нинăран хакли никам та çук”

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоровăн килĕнче 32 çул ача-пăча сасси илтĕнмен. Çак хуйхă вĕсене епле асаплантарниФне сăмахпа çырса кăтартаймăн. 60-ти хĕрарăм упăшкипе канашланă та Çĕмĕрлери ача çуртне çул тытнă.

Pages