- Чăвашла верси
- Русская версия
“Нихăçан тутанса курман апатпа Америкăра сăйлантăм”
"Студент вăхăчĕ - чи лайăххи", - тесе пирĕнтен аслисемех каланă. Ахăртнех, университет-училищĕре пулнă самант куç умне тухсан кашнинех чĕри савăнăçпа тулать. Вĕренмесĕр килсе "2" паллă çаклатни те, пур-çук укçана пухса хатĕрленĕ апат çухални те... асран тухас çук. Хальхи вăхăтра студентсем пур енлĕн аталанма пултараççĕ. Юрлама вĕренес килсен вокал кружокне çырăнма, çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятие хутшăнма май пур. Ют çĕршыва каяс килет-и? Тĕрлĕ программăпа усă курса аякри çĕрсене çитсе унти культурăпа, йăла-йĕркепе паллашма пулать. Ют çĕршыва кайса килнисенчен чылайăшĕ унтах тепĕр хут вĕçсе тĕпленме шухăшлать. Çапла, студентсен тепĕр пайĕ диплом илсен урăх патшалăха пурăнма куçать. "Студентсен утравĕн" паянхи тĕпелĕнче - ятарлă программăпа усă курса ют çĕршыва çитсе килнĕ пикесем. Вĕсем чикĕ леш енчи пурнăçпа паллаштарма кăмăл турĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас