Ирина КОШКИНА

6 Çурла, 2015

Хĕр илме - фурăсемпе

Чăваш Енре кунашкал туй хальччен пулман

Юлашки вăхăтра пĕр-пĕрне савса пĕрлешекенсем пурнăçĕнчи чи телейлĕ кунĕсенчен пĕрне ĕмĕр асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Халăха тĕлĕнтерни çеç мар, ачасене, мăнуксене каласа памалли те пулĕ-çке. Василий Никитинпа Галина Васильева та çак куна интереслĕ ирттерме шухăшланă. Туй машинисен хушшинче çăмăллисем çеç мар, йывăр тиевлисем те пулнă.

6 Çурла, 2015

Уявсене чăваш ялавĕпе çÿрет

Кивĕ Эйпеçе çитнĕ кун çумăрлă пулчĕ. Çанталăка хирĕç каяймăн. Анчах палăртнă ĕçе пурнăçлама, уяв ирттерме нимĕнле çумăр та чăрмантараймĕ. Ялта тĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ, туя кайма хатĕрленекен çăмăл машина унталла та кунталла чупнине асăрхарăм. Хальччен пурăнса çавнашкаллисене чылай курнă.

30 Утă, 2015

Салтак пăтти килти пекех тутлă-и?

Çуркуннехи призыв вĕçленчĕ. Çак тапхăрта республикăра пурăнакан 1771 яш кулленхи пурнăçа улăштарса çулталăклăха салтак атти тăхăнчĕ. Паллах, çĕршыва контракт мелĕпе хÿтĕлеме кăмăл тăвакансем те пур. ЧР çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, хĕсмете кăçал кайнисен 395-шĕ /22,3%/ - аслă пĕлÿллĕ.

23 Утă, 2015

Универсиадăран - 5 медальпе

Акă тĕрлĕ çĕршыври студентсен хушшинче иртекен пысăк ăмăрту - Универсиада - çамрăксемпе 28-мĕш хут сывпуллашрĕ. Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче иртнĕскерте Раççей команди зачетра 2-мĕш картлашкана хăпарма пултарчĕ. Пухмачра - 34 "ылтăн", 39 "кĕмĕл", 49 "бронза".

23 Утă, 2015

Кĕвве илтсен чунăм та юрлама тытăнать

"Артист пулмах çуралнă эсир", - çапла калать Надежда Николаевна хăйĕн ачисене. Асли Мария юрă-кĕвĕ тĕнчинчех ÿснĕ. Çавăнпах вăл шăллĕсене те юрлама вĕрентнĕ. Музыкăна парăннă пике чун киленĕçĕ пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртать. Ара, урамра ăмăр е ăшă çанталăк-и, чунра хавас е пусăрăнчăк кăмăл-и - вăл яланах юрлать. Нумаях пулмасть алла аттестат илнĕ Мария Кириллова музыка тĕнчи мĕнпе илĕртни пирки каласа пама килĕшрĕ.

Pages