Уявсене чăваш ялавĕпе çÿрет
Кивĕ Эйпеçе çитнĕ кун çумăрлă пулчĕ. Çанталăка хирĕç каяймăн. Анчах палăртнă ĕçе пурнăçлама, уяв ирттерме нимĕнле çумăр та чăрмантараймĕ. Ялта тĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ, туя кайма хатĕрленекен çăмăл машина унталла та кунталла чупнине асăрхарăм. Хальччен пурăнса çавнашкаллисене чылай курнă. Анчах вăл ыттисенчен хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Машина капотне илемлетекен чăваш ялавĕ илĕртнипех «тимĕр ут» хуçипе калаçма кăмăл çуралчĕ.
Чăн та, руль умĕнче ларакан каччă туя кайма хатĕрленет: Улатăра çитмелле-мĕн. Çавăнпах 23 çулти йĕкĕт хăйĕн «тимĕр урхамахне» ир-ирех тăрсах капăрлатнă. Ку тăрăхра туй час-часах иртет. Пĕрисем уява килтех йĕркелеççĕ, теприсем 40 çухрăм парăнтарса Улатăрти кафене çул тытаççĕ.
Сергей Чернов ку уншăн хăйнеевĕр киленĕç пулнине пĕлтерчĕ. Сергей темиçе çул каялла ялти пĕр туйра пулнă. Шăпах çавăнта пĕлĕшĕ хăйĕн автомашинине чăваш ялавĕпе илемлетнине асăрханă. Сергей те унран тĕслĕх илме шухăшланă. Пурăна-киле вăл чăваш ялавне туяннă. Туя чĕнмессерен çăмăл машинине унпа илемлетнĕ. Сăмах май, яш çак «тимĕр ута» илмелĕх те укçа хăех ĕçлесе илнĕ. Ку унăн - 12-мĕш машина. Пĕрремĕшĕ, «копейка», валли те хăех, 16 çулта чухне, укçа пухнă вăл. Пурте хамăр çĕршывра туса кăларнисемех пулнă. Сергей çавнашкаллисене кăмăллать, çавăнпа хальлĕхе иномарка çинчен ĕмĕтленмест те. Яш аппăшĕн, йăмăкĕн туйĕсене те чăваш ялавĕпе кайнă.
- Хальхи вăхăтра кунашкал илемлетнĕ машинăпа никама та тĕлĕнтереймĕн. Паллах, çынсем ун-кун пăхкалаççĕ, куç илмесĕр сăнаççĕ. Уйрăмах хĕрсем интересленеççĕ. Сăмахран, ытти региона кайсан ак çак палла сăнаççĕ, - машина багажникĕ патĕнче çыпăçтарнă пĕчĕк ялава кăтартнă май калаçрĕ Сергей.
Каччă ялтах тĕпленнĕ. Вăл тăван тăрăхшăн усăллă çын пуласшăн. Унăн шухăшĕпе, ялта та хуларинчен япăх мар. Вăхăта та усăллă ирттерме май пур. Çамрăксем ташă каçĕсене çÿреççĕ. Анчах пуринчен те лайăххи - туссемпе тĕл пулни. Вĕсем ушкăнпа пухăнса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Ялта пĕтĕм услови пур: газ, шыв кĕртнĕ. Тата мĕн кирлĕ? Ĕç çукки çеç чăрмав кÿрет. Çавăнпах Сергей нухрат пухмашкăн тĕрлĕ региона шапаша çÿрет... Юратнă «тимĕр урхамахĕпе». Сергей ют регионта хăй чăваш пулнине пĕлтерме тăрăшать. Паллах, тăван чĕлхерен, хăш халăх çынни пулнинчен вăтанмалла мар. Пĕррехинче Сергей юлташĕсемпе Мускавра пăкăра ларнă. Машинăсем питĕ ерипен куçнă. Ун пек чухне нимĕн тума аптăратăн. Каччăсем вăхăта ахаль ирттерес темен: чăваш кĕввине янă та машинăран тухса ура хуçса тăпăртатнă. Çапла пăкăра ларакансем чăваш ташшипе киленме пултарнă.
- Хам чăваш пулнине пĕлтерес килет. Сăмахран, ытти хулара пирĕн халăх пирки пĕлменнисем питĕ нумаййăн. Халĕ акă туя Улатăра кайма хатĕрленетпĕр. Унта ытларах вырăссемпе ирçесем пурăнаççĕ. Вĕсем пирĕн çинчен пĕлмеççĕ мар, паллах. Туйĕ чăвашсен иккенне çеç ăнланччăр, - шухăшне палăртрĕ яш.
Сиенлĕ йăласемпе туслă мар Сергейĕн хăйĕн те авланма вăхăчĕ çитнĕ. Маттур каччăн туйĕнче унăн çăмăл машинине чăваш ялавĕ илемлетесси иккĕлентермест.
Ирина КОШКИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.