Пирĕн çĕршывра 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш ялхуçалăх çыравĕ çĕнĕлле иртнĕччĕ. Çитесси вара тепĕр çул, июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен, пулĕ.
Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă çамрăксене патшалăх премийĕ парса чысларĕ. Çак йышра И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Арина Максимова та пур. Наградăна мĕншĕн тивĕçнĕ-ха вăл?
Çанталăк кашни кунах тĕлĕнтерет: е шăрăх аптăратать, е çумăр çăвать. Калама çук пăчăра чылайăшĕ кÿлĕ хĕррине васкать. Çапах хăшĕ-пĕри хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманранах вилĕмпе курнăçать.
Çулла пуçланнăранпа республикăра тĕрлĕ сăлтава пула ачасем пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх йышланнă. Вĕсем шыва путса вилни чуна сисчĕвлентерет. Кăçал республикăра 17 çын кÿлĕ-юханшывра путса леш тĕнчене ăсаннă. Вĕсенчен 4-шĕ - ачасем. Чи кĕçĕнни 5 çул та тултарман.
«Эпĕ хамăн «Çамрăксен хулине» манмăп»... Çапла çыраççĕ социаллă сетьре Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче 5 кун иртнĕ мероприятие хутшăннисем. Кăçалхи «Çамрăксен хули» хăйĕн ытамне республикăри тĕрлĕ район-хуларан çеç мар, федерацин Атăлçи округĕнчи регионĕсенче пурăнакан 1300 çамрăка пухнă. Июнĕн 2-7-мĕшĕсенче иртнĕ форумра вĕсем çĕннине чылай пĕлнĕ.