Ирина КОШКИНА

3 Авăн, 2015

Чун киленĕçĕ тупăш кÿрет

Кашни çыннăн хăйĕн чун киленĕçĕ. Юратнă ĕçе пуçĕпех путнисем çав вăхăтра канаççĕ çеç мар, çĕннине те туптаççĕ. Вăрманкассинче пурăнакан Роза Пигенешева хăйне тĕрлессинче тупнă. Унăн ĕçĕсене кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те пысăк хак параççĕ.

27 Çурла, 2015

Çамрăксем кальян сиенсĕр тесе йăнăшаççĕ

Юлашки вăхăтра хулара уçăлса çÿренĕ чухне «Кальянная» тата ытти ятлă заведенисем час-часах куç тĕлне пулаççĕ. Кафе-ресторанта та сĕтел çинче кальян курма май пур. Унти табак тĕтĕмĕ колбăри шĕвек урлă сивĕнсе, тутлă шăршăллă пулса тухать. Кальян сутакан ятарлă лавккасем те уçăлчĕç.

20 Çурла, 2015

Бразилире экспертсене тĕлĕнтернĕ повар

Этемлĕхĕн вăйлă çурри авалтанах апат пĕçернĕ çĕрте тăрăшнă. Ун чухнех вĕсене повар ĕçĕ илĕртнĕ. Сăмахран, "Оливье" салат авторĕ Люсьен Оливье - арçын. Халĕ те тĕрлĕ кафе-ресторанта шеф-поварта ытларах арçынсем ĕçлеççĕ. Тĕп хулара пурăнакан Александр Гониашвили те повар.

13 Çурла, 2015

Китайра чăваш çамрăкĕсенчен тĕлĕннĕ

Июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 8-мĕшĕччен Китайри Чэнду хулинче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Кунашкал мероприяти пĕлтĕр Самар облаçĕнче пулнăччĕ: "iВолга-2014" форума Китайри 150 студент килнĕччĕ. Хальхинче Китайра иртнĕ мероприятие Раççейре пурăнакан 152 çын хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ - Чăваш Енрен.

Pages