Бразилире экспертсене тĕлĕнтернĕ повар
Этемлĕхĕн вăйлă çурри авалтанах апат пĕçернĕ çĕрте тăрăшнă. Ун чухнех вĕсене повар ĕçĕ илĕртнĕ. Сăмахран, "Оливье" салат авторĕ Люсьен Оливье - арçын. Халĕ те тĕрлĕ кафе-ресторанта шеф-поварта ытларах арçынсем ĕçлеççĕ. Тĕп хулара пурăнакан Александр Гониашвили те повар. Хăй суйласа илнĕ специальноç уншăн чун киленĕçĕ, юратнă ĕçĕ çеç мар. Çак кунсенче вăл Бразилири Сан-Паулу хулинче иртнĕ WorldSkills International чемпионатран таврăннă. 21 çулти каччă апат хатĕрлес енĕпе ăсталăхне кăтартнă, медальлĕ пулнă.
Александр Грузири Кварели хулинче çуралнă. 1998 çулта вăл çемйипе амăшĕн тăван тăрăхне, Чăваш Ене, куçса килнĕ. Яш малтанах Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнчи, унтан Муркашри шкулсенче ăс пухнă. Пĕлÿ çуртĕнче вĕреннĕ вăхăтра вăл спортпа туслă пулнă: çăмăл атлетика енĕпе ăмăртнă, йĕлтĕрпе чупнă. Малалла вулас...