Чун киленĕçĕ тупăш кÿрет

3 Авăн, 2015

Кашни çыннăн хăйĕн чун киленĕçĕ. Юратнă ĕçе пуçĕпех путнисем çав вăхăтра канаççĕ çеç мар, çĕннине те туптаççĕ. Вăрманкассинче пурăнакан Роза Пигенешева хăйне тĕрлессинче тупнă. Унăн ĕçĕсене кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те пысăк хак параççĕ.

Чун киленĕçĕ Розăн ачаранпах аталаннă. Çемьере çитĕннĕ виçĕ хĕре амăшĕ алă ĕçне хăнăхтарнă. Пурăна-киле Роза ытларах интересленме тытăннă. Шкул саккинченех килĕштернĕ ĕçе пăрахăçламан вăл: кулинари училищинче вĕреннĕ чухне те, çемье çавăрсан та чун киленĕçĕ валли вăхăт тупнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.