Ирина КОШКИНА

1 Юпа, 2015

Ача-пăча сасси вĕсен пÿртне савăнăçпа тултарать

Несĕлĕмĕрсен пурнăçне тĕпченĕ май ĕлĕк çемьере 4-5 ачаран кая мар пулнине пĕлетĕр. Йышлă çемье сĕтел хушшине вырнаçсан хуранри апата йăлтах çисе янă. Ĕлĕк çурт ача-пăча сассипе тулнă. Халĕ чылайăшĕ йăха малалла тăсма васкамасть е пĕр-икĕ ачапах çырлахать. Теприсем вара пĕрлешсенех пысăк çемье çинчен ĕмĕтленеççĕ.

24 Авăн, 2015

Каникулта укçа ĕçлесе илеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май «Студентсен утравĕ» рубрика та хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Аслă шкулта вĕренекенсене хамăр тĕпеле чĕнĕпĕр. Хаваслă çу вĕçленчĕ, студентсен каллех парта хушшине вырнаçма вăхăт çитрĕ. Хаваслă тенĕрен... Вĕсен каникулĕ интереслĕ иртнĕ-и?

24 Авăн, 2015

Куç курманни - чăрмав мар

Вăл вăтам класра вĕреннĕ вăхăтра çитĕнсен юрист пулма тĕллевленнĕ. Шупашкарта пурăнакан Артем Абрамов ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ темелле: яш нумаях пулмасть аслă шкула вĕренме кĕнĕ.

17 Авăн, 2015

Ӳкерчĕкĕсенче тавралăх чĕрĕлет

Ӳнерçĕ ăсталăхне туптас тĕллевпе ятарлă шкулта, училищĕре вĕренекен чылай. Анчах Турă панă пултарулăха хăй тĕллĕн аталантаракансем те çук мар. Çĕрпӳ районĕнчи Славаш ялĕнче пурăнакан Алексей Васильев юнпа куçнă талантне чун киленĕçне çавăрнă. Унăн йăхĕнче пултаруллă çын чылай пулнă. Алексей Нестерович мĕн ачаранпах ӳкерме кăмăлланă. 75 çулти арçын темиçе çул каялла тĕп хулара хăйĕн ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ.

3 Авăн, 2015

Юрăçсем хăяр тăварлама вăхăт тупаççĕ

Сисмерĕмĕр те - урамра кĕр хуçаланма тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, çуллахи кунсенче хĕвел ăшшипе ытлах киленеймерĕмĕр. Тăтăшах çумăр çунипе пахчари ĕçсене вăхăтлăха хăварма тиврĕ. Анчах ăна та усăсăр ирттерме хăнăхман чăвашсем: ăмăр çанталăкра та хуçалăхра ĕçлемелли тупăнать.

Pages