Комментари хушас

3 Авăн, 2015

Юрăçсем хăяр тăварлама вăхăт тупаççĕ

Сисмерĕмĕр те - урамра кĕр хуçаланма тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, çуллахи кунсенче хĕвел ăшшипе ытлах киленеймерĕмĕр. Тăтăшах çумăр çунипе пахчари ĕçсене вăхăтлăха хăварма тиврĕ. Анчах ăна та усăсăр ирттерме хăнăхман чăвашсем: ăмăр çанталăкра та хуçалăхра ĕçлемелли тупăнать. Сăмахран, кил хуçи хĕрарăмĕсем хĕле хатĕрленеççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерекенсем вĕсене тăварласа сивĕ кунсенче сĕтел çине кăлараççĕ. Вăрмана çырлана кайма та вăхăт тупăнатех. Кашни хĕрарăмăн - хайĕн рецепчĕ. Хăшĕ-пĕрин консервланă çимĕçсене кĕленче савăтра еплерех упрамалли пирки вăрттăн меслетсем те пур. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хĕле еплерех хатĕрленеççĕ? Вĕсен хăяр-помидор тăварламашкăн, варени-сĕткен вĕретмешкĕн вăхăт пур-и? Çак ыйтусемпе хăйсене чăрмартартăмăр.

50 ытла банка хупнă

Любовь Афанасьевăна шăпах хăяр-помидор тăварланă самантра шăнкăравласа тытма май пулчĕ. «Шыв вĕрет. Пĕр алăра - ыхра, тепринче - сухан», - терĕ юрăç манпа калаçнă май. Пахчара çитĕннĕ çимĕçсене ахаль вырттарас темен вăл - вĕсене тăварласа пĕтермеллех. Отпускне ялта ирттерекенскерĕн вăхăчĕ нумай, çавăнпа усă курса юласшăн вăл.

- Çăвĕпех тăван тăрăха, Красноармейски районĕнчи Ванюшкассине, çÿреме тăрăшрăм. Пахчара йăтăнакан хăмла çырлинчен, çĕр çырлинчен, хурлăханран варени-сĕткен хатĕрлерĕм, хăяр-помидор тăварларăм. Пурĕ 50 ытла кĕленче савăт хупрăм, - каласа кăтартрĕ Любовь Владимировна.

Кухньăра ăшталанма кăмăллаканскер ялти 30 сотка çĕр çинче пахча çимĕç пуçтарса илме май пурришĕн хĕпĕртет. Пасартан туянмалла мар-çке. Веçех - ялти, килти, тутли... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.