Ыйтса пĕлтĕмĕр

7 Ака, 2016

Хальхи çамрăксем спорта юратаççĕ

XXI ĕмĕрте студентăн пурнăçĕ те улшăннă. Чылай çын шухăшĕпе, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи тата паянхи çамрăксем пĕрешкел мар. Студент пирки юлташĕсем, пĕрле вĕренекенĕсем, тăванĕсем тĕрлĕрен каласа пама пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн вăл — чи лайăх ача, тусĕсемшĕн — хаклă юлташ... Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем паянхи студента мĕнле сăнлаççĕ?

3 Авăн, 2015

Юрăçсем хăяр тăварлама вăхăт тупаççĕ

Сисмерĕмĕр те - урамра кĕр хуçаланма тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, çуллахи кунсенче хĕвел ăшшипе ытлах киленеймерĕмĕр. Тăтăшах çумăр çунипе пахчари ĕçсене вăхăтлăха хăварма тиврĕ. Анчах ăна та усăсăр ирттерме хăнăхман чăвашсем: ăмăр çанталăкра та хуçалăхра ĕçлемелли тупăнать.