Ирина КОШКИНА

5 Чÿк, 2015

“ХамОр ялсемпе” - кулăшла

Интернет уйлăхне вирхĕнсе кĕнĕ «ХамОр ялсем» скетчком /кĕске шÿтсем/ ватти- вĕттине те кулăш тĕнчине илсе каять. Çак проекта пуçарса яракансем - ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, халĕ хулара пурăнакан чăваш каччисем.

5 Чÿк, 2015

Кирлех çавăн пек каçсем

Чÿкĕн 3-мĕшĕнче республикăри музейсем, театрсемпе библиотекăсем кашнин валлиех хăйсен алăкĕсене уçрĕç. Хальхинче сăлтавĕ урăхларах пулчĕ: Пĕтĕм Раççейри Искусствăсен каçĕ иртрĕ. Унта пултарулăхра сулмаклă утăмсем тăвакан, çак ăсталăха аталантаракан, искусствăна юратакан пин-пин çын хутшăнать.

5 Чÿк, 2015

Уроксене вăйă евĕр ирттерсе ачасене кăсăклантарать

Елчĕк районĕнчи Тăрăм тĕп шкулĕнче 70-е яхăн ача вĕренет. Вĕсене пĕлÿ тĕнчинче 10 учитель ертсе çÿрет. Вĕрентекенсенчен чи çамрăкки - 30 çулти Алексей Тихонов - шкулта 4 çула яхăн ĕçлет.

29 Юпа, 2015

Ăру хыççăн ăру пуç таять ăна

Халăх чĕринче ĕмĕрех упранакан ятсем пур. Вĕсенчен пĕри - чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ - тăван халăхшăн тăрăшнă Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн асăну кунĕ. Çакна халалланă мероприяти Чăвашра çеç мар, Патриархăмăр çуралнă тăрăхра та, Кăнна Кушкинче, иртрĕ.

29 Юпа, 2015

Çĕнĕ ял-йыш валли ĕç хушăнĕ

Ялта тытăнса тăма чылайăшне ĕç çукки чăрмав кÿрет. Вăл пулсан та шалăвĕ тивĕçтермест. Çавăнпах çемье пуçĕсем нухрат тумашкăн аякри хуласене çул тытаççĕ. Чăннипе, хăшĕ-пĕри тăван тăрăхран инçе каймасăрах нухрат туса илме майсем тупать.

Pages