Комментари хушас

29 Юпа, 2015

Ăру хыççăн ăру пуç таять ăна

Халăх чĕринче ĕмĕрех упранакан ятсем пур. Вĕсенчен пĕри - чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ - тăван халăхшăн тăрăшнă Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн асăну кунĕ. Çакна халалланă мероприяти Чăвашра çеç мар, Патриархăмăр çуралнă тăрăхра та, Кăнна Кушкинче, иртрĕ.

"Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă,
Кăнна юхса выртать ял çумĕпе..."

Çапла шăрçаланă Александр Алка хăй çуралнă тăрăхĕ çинчен. Кăнна Кушки чылай паллă çынна хăйĕн сăпкинче сиктернĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнă тăрăхра вĕсене сума сăваççĕ, çулленех тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Ялти культура çурчĕ умĕнчен инçех мар вырнаçнă Кăнна Кушкин мухтавлă çыннисене халалланă палăк та кунти халăх вĕсене асра тытнине çирĕплетет. Ăна вырăнти усламçăсем пулăшнипе хăпартнă. Çумрах - пĕчĕк часавай. Унччен ку вырăнта Иван Яковлев пурăннă çурт ларнă. Халĕ сăваплă çак вырăна кашниех кĕрсе çурта çутса кĕлĕ вулама пултарать.  Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.