Кирлех çавăн пек каçсем

5 Чÿк, 2015

Чÿкĕн 3-мĕшĕнче республикăри музейсем, театрсемпе библиотекăсем кашнин валлиех хăйсен алăкĕсене уçрĕç. Хальхинче сăлтавĕ урăхларах пулчĕ: Пĕтĕм Раççейри Искусствăсен каçĕ иртрĕ. Унта пултарулăхра сулмаклă утăмсем тăвакан, çак ăсталăха аталантаракан, искусствăна юратакан пин-пин çын хутшăнать. Пирĕн çĕршывра кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленнĕскер "Искусство пĕрлештерет" ятпа иртрĕ.

Мероприятисен программи пуян пулчĕ, иртнĕ çулхисенчен чылай урăхларах. Çынсем искусствăн пур жанрĕпе те паллашма пултарчĕç. Республикăри культура учрежденийĕсенче юрă-кĕвĕпе ташă, живопиçпе поэзи асамлăхĕ хуçаланчĕ. Тĕп хулари Наци библиотекинчи Искусствăсен каçĕ хăйне евĕрлĕхпе тĕлĕнтерчĕ. Кунта çур ĕмĕр каяллах халăх юратăвне çĕнсе илнĕ кинофильмсене кăтартрĕç. Уява пуçтарăннисем "Бриллиантовая рука", "Алые паруса" фильмсене курса киленчĕç.

Шупашкарти Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ те халăха савăнтарма пултарчĕ. Йывăçран хатĕр-хĕтĕр касса кăларакан Виктор Рязанцев пухăннисене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, пултарулăхĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхне уçрĕ. Кунтах халăх пуканисене хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ иртрĕ, "Dj-Art" модăпа стиль театрĕ ĕçлерĕ. Музея килнисем тĕп хулари "Классика" юрă капеллин артисчĕсемпе сăн ÿкерĕнме пултарчĕç. "Асамат кĕперĕ" культурăпа курав центрне çитнисем вара хăйсене XIX ĕмĕрти бал каçĕсенче пулса курнăн туйрĕç.

Тĕп хулари ачасемпе çамрăксен библиотеки Искусствăсен каçне халалланă чылай мероприятипе савăнтарчĕ. Кунта вăл "Литература çулталăкĕнчен - Кино çулталăкне" ятпа иртрĕ. Республикăри кинематограф союзĕн специалисчĕсем ÿкерÿ саманчĕсемпе паллаштарчĕç, видеомонтаж вăрттăнлăхĕсене уçрĕç. Библиотекăра Раççей режиссерĕсем ÿкернĕ анимаци фильмĕсене кăтартрĕç.

А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ мемориал комплекс та çав каçхине хăнасене йышăнчĕ. Кунта килнисем наука фильмĕсемпе паллашрĕç, космоса çутатакан журналсене вуларĕç. Çынсем тĕрлĕ викторинăран та, квестран та, конкурсран та юлмарĕç. Унсăр пуçне астрономие кăмăллакансем планетарире лекци итлесе космос уçлăхне çул çÿреве "тухрĕç".

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ те çак каçа искусствăна хаклакансемпе пĕрле пайларĕ. Филармонире чăваш, вырăс халăх юррисем янăрарĕç. Куракансем тĕрлĕ музыка инструменчĕсен кĕввисемпе киленме пултарчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти сăнав театрĕ пантомима енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелерĕ. Çамрăксен театрĕнче вара "Ÿнер улахĕ" ирттерчĕç. Унта театрпа эстрада ăстисем, дизайнерсем, сăвăçсемпе журналистсем, алă ăстисем хутшăнчĕç. Вĕсем чăваш хăвачĕ тĕнче ÿнерĕнче хăш шайра тăни тавра калаçрĕç.

Искусствăсен каçĕ интереслĕ иртрĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем унта хутшăнса чылай çĕннине пĕлме пултарчĕç, искусствăпа тата çывăхрах паллашрĕç.

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: