Комментари хушас

6 Çурла, 2015

Хĕр илме - фурăсемпе

Чăваш Енре кунашкал туй хальччен пулман

Юлашки вăхăтра пĕр-пĕрне савса пĕрлешекенсем пурнăçĕнчи чи телейлĕ кунĕсенчен пĕрне ĕмĕр асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Халăха тĕлĕнтерни çеç мар, ачасене, мăнуксене каласа памалли те пулĕ-çке. Василий Никитинпа Галина Васильева та çак куна интереслĕ ирттерме шухăшланă. Туй машинисен хушшинче çăмăллисем çеç мар, йывăр тиевлисем те пулнă.

Галинăпа Василий иккĕшĕ те Красноармейски районĕнчен. Яманак ялĕнче çуралса ÿснĕ каччăпа Трак пики мĕнле паллашнă-ха? Пĕр вăхăт тĕп хулара ĕçлесе пурăннă Галя тăван тăрăха таврăннă, банк уйрăмĕнче вăй хума тытăннă. Пĕлтĕр вăл çăмăл машинăпа çÿреме вĕренмешкĕн вырăнти автошкула çул тытнă. Кунта шăпа ăна Турă çырнипе курнăçтарнă. Василий инструкторта ĕçленĕ. Пĕрре курса килĕштернĕ пикене каччă хăйĕнчен вĕçертмен. Пĕр вăхăт хĕрпе каччăлла çÿренĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрма шухăшланă. Вĕсем çак куна чаплă ирттерме палăртнă.

- Атте трактористра тăрăшнăран ачаранпах техникăна юратса ÿсрĕм. Пĕр вăхăт тăванăмпа улшăнса фурăпа тĕрлĕ региона çÿрерĕмĕр. Пĕрлешиччен туй кортежне йывăр çак тиевлĕ машинăсемпе илемлетес шухăш çуралчĕ, - каласа кăтартрĕ июлĕн 25-мĕшĕнче алла ылтăн çĕрĕ тăхăннă Василий Никитин.

Туя çавнашкал кĕрлеттересси пулас мăшăрĕшĕн Галинăшăн тĕлĕнмелле пулнă. Тăванĕсем те хирĕçлеме тăнă. Анчах çамрăксем хăйсен ĕмĕчĕ патне талпăннă. Çак тĕллевпех Галинăпа Василий Интернетра видео та пăхнă. Унашкал туйсем тĕрлĕ регионта иртнĕ-мĕн. Анчах унта йывăр тиевлĕ 2-3 машина çеç пулнă. Василий уява фурăпа ĕçлекен юлташĕсене йыхравланă. Çапла 7 машина пуçтарăннă. Туй кортежĕн пуçĕнче çеç çăмăл автомашина пынă. Ун хыççăн - фурăсем. Тин çеç мăшăрланнă çамрăксем каланă тăрăх, чылай тăванĕ хăйсен «тимĕр урхамахĕпе» килнĕ. Вĕсем фурăсем хыççăн пынă. Çапах хăш-пĕр тăванĕ фурăра ларса пыма кăмăл тунă.

- Хĕр илме йывăр тиевлĕ машинăсемпех кайрăмăр. Унтан мăшăрлану керменне çитрĕмĕр, - пĕлтерчĕ автошкул инструкторĕ.

- Пирĕн машинăсене курсан пурте тĕлĕнчĕç. Чылайăшĕ кĕсье телефонĕпе видео ÿкерме васкарĕ. Туй-çум тĕлĕнмелле иртрĕ. Аса илсен куçран халĕ те куççуль тухать, - савăнăçне пытармарĕ унăн мăшăрĕ Галина.

Кафере иртнĕ уявра кĕрекеçĕ мăшăра сăмах парсан Василий: «Тинех ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ», - тенĕ. Çамрăк арçын каланă тăрăх, туй хыççăн ун патне шăнкăравлакансем, социаллă сетьре çыракансем тупăннă. Юлташĕсен фурăпа ĕçлекен хурăнташĕсем, пĕлĕшĕсем вĕсене те туя чĕнмелле пулнине каланă. «Тен, йывăр тиевлĕ 50 машина та пухăнĕччĕ», - палăртрĕ мăшăр.

Чăн та, тĕлĕнмелле туй кĕрлеттернĕ Никитинсем. Кун пекки Чăваш Енре хальччен пулманччĕ. «Ачасене, мăнуксене туй мĕнле иртни çинчен каласа памалли пурах халĕ», - пĕр шухăшлăн калаçрĕ мăшăр. Эппин, вĕсене телейлĕ пурнăç сунар!

Ирина КОШКИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.