Ирина КОШКИНА.

4 Çĕртме, 2020

Штанга йăтасси михĕ çĕклессинчен çăмăлрах

Наталия 22-ре кăна-ха. Çапах чи сумлă наградăсенчен пĕри — тĕнче класлă спорт мастерĕ пулнине çирĕплетекен паллă — унăн пур ĕнтĕ. РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн ятне илессишĕн тăрăшмалли кăна юлнă. Унăн пухмачĕнче — Раççейри кăна мар, ют çĕршывсенчен илсе килнĕ вун-вун медаль.

3 Çĕртме, 2020

Çамрăксене яла илĕртмелле

РФ Конституцине улшăнусем кĕртмеллине РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнă чухне каланă.

14 Çу, 2020

Тухтăрсен ĕçне ÿкерсе «Ютуба» вырнаçтарасшăн

Нумаях пулмасть Росмолодежь çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан 24 студент гранта тивĕçнĕ, пурĕ — 5 млн та 880 пин тенкĕлĕх.

24 Пуш, 2020

Санкт-Петербург командинчен ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионачĕн финал ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта 8 регионтан çитнĕ командăсем хутшăннă, çав шутра Чăваш Енрен те.

30 Çурла, 2018

Шупашкарти çуртсене Нарспи сăнĕпе илемлетесшĕн

Шупашкартан Хусана час-часах çÿрекен Ксения Кокель унти вокзал çурчĕ çинче тутар хĕрне сăнлакан фрескăна курсан шухăша путнă: «Пирĕн хулара унашкалли, хамăр культурăна кăтартакан ÿкерчĕк, мĕншĕн çук-ши?» Унăн шурă Шупашкарти çуртсем çинче чăваш орнаменчĕсене курас килнĕ.

Pages