Комментари хушас

14 Çу, 2020

Тухтăрсен ĕçне ÿкерсе «Ютуба» вырнаçтарасшăн

Нумаях пулмасть Росмолодежь çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан 24 студент гранта тивĕçнĕ, пурĕ — 5 млн та 880 пин тенкĕлĕх. Çак йышра медицина факультечĕн 2-мĕш курс студентки Мария Александрова та пур. «Уçă медицина» Ютуб-сериал» проекта пурнăçлама 200 пин тенке тивĕçнĕ вăл.

Шурă халатлисемпе — тÿрĕ эфир

Мария — Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнчен. Ашшĕ — районти ветстанци ертÿçи, амăшĕ ялти медпунктра медсестрара ĕçлет. Тăванĕсен хушшинче тухтăр профессине суйланисем нумаййăн. Хĕр те çак çулпа кайма, шурă халат тăхăнма ĕмĕтленнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Мария ЧПУн медицина факультетне кĕнĕ, унта бюджет мелĕпе ăс пухать. Университета килсенех вăл «Медик волонтерсем» юхăма çырăннă. «12 çултанпа сăн ÿкерме кăмăллатăп. Çавăнпа мана пресс-центра йышăнчĕç, фотограф пулма ыйтрĕç. Эпĕ волонтерсем ирттерекен мероприятисенче сăн ÿкеретĕп, кун пирки социаллă сетьри ушкăнра хыпарлатăп. Çулталăкран мана пресс-центр ертÿçин çумĕн тивĕçĕсене шанчĕç», — каласа кăтартрĕ 19 çулти пике.
Медик волонтерсем тĕрлĕ проект пурнăçлаççĕ. Мария та усăллă ĕç тума шухăшланă — «Уçă медицина» Ютуб-сериал» проект хатĕрленĕ. Çак проекта çырма тухтăрсем пирки тĕрлĕ стереотип çÿрени, юлашки вăхăтра чылайăшĕ шур халатлисене шанманни витĕм кÿнĕ. Нумайăшĕ чирлесен амак часах иртет тесе больницăна каймасть, килтех сипленет. Студенткăн шухăшĕпе, ку тĕрĕс мар. Тухтăр патне канашлама та, медтĕрĕслев тухма та çÿремелле. Шăпах çак ыйтусене хускатасшăн вăл хăйĕн проектĕнче. Кун пирки экспертсем — тухтăрсем, фельдшерсем, Сывлăх сыхлавĕн министерствинче тăрăшакансем — каласа кăтартĕç. Мария шурă халатлисен ĕçне çутатма 20 минута тăсăлакан видеороликсем /серисем/ ÿкересшĕн. Вĕсене /кашни уйăхра пĕрер/ «Ютубра» видеоканал уçса вырнаçтарасшăн. Серисем кăсăклă та хăйне евĕр пулччăр тесе ытларах ĕçри самантсене кăтартасшăн. «Ку, паллах, тухтăрсем килĕшсен пулĕ. Паллă ĕнтĕ, операци ирттернĕ саманта ÿкерейместĕн. Мĕншĕн тесен инфекци илсе кĕрес хăрушлăх пысăк. Кунсăр пуçне операци пÿлĕмне нумаййăн кĕме юрамасть. Пациентсене епле сипленине, консультаци мĕнле иртнине, тухтăрсем мĕн сĕннине ÿкерме кăмăл пур», — вăрттăнлăхĕсене уçрĕ студентка. Видеохостинга серисем вырнаçтарнисĕр пуçне тухтăрсемпе тÿрĕ эфир ирттересшĕн. Çынсем унта кĕрсе специалиста ыйтусем параяççĕ.
Май килсен Мария проекта кăçал юпа уйăхĕнче пурнăçа кĕртме тытăнасшăн. Грант укçипе кирлĕ техника — видеокамерăран пуçласа микрофон таранах — туянасшăн. Ĕçе йĕркелеме пÿлĕм тара тытмалла. Унта экспертсемпе тÿрĕ эфир ирттерме пулать. Кунсăр пуçне вăл тухтăрсене ĕç вырăнĕнчех ÿкерме май пуласса шанать.
Унччен Мария Александрова 10-20 волонтер тупса вĕсене ятарласа вĕрентесшĕн, унтан ĕçе явăçтарасшăн. Проекта пурнăçа кĕртме «Медик волонтерсем» юхăмри хастарсем, пресс-центрта ĕçлекенсем пулăшĕç. Кашнин хăйĕн тивĕçĕ пулĕ. Пике хăй те камера умне тăрасшăн. «Çак проекта çырма «Медик волонтерсем» юхăмăн регионти координаторĕ Игорь Филиппов нумай пулăшрĕ. Ку — манăн пĕрремĕш проект. Хамăн хушамата çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курсан чунтан савăнтăм, чăннипех те кĕтменлĕх пулчĕ. Хушамат списокра пĕрремĕшчĕ. Ыттисемшĕн те хĕпĕртетĕп: «Медик волонтерсем» юхăмри проект хатĕрленĕ 12 студентран 9-шĕн ĕçне ырланă. Эпир пĕр çемьери пек пурăнатпăр, мĕншĕн тесен пирĕн пĕр тивĕç — çынсене пулăшасси», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Юр курсан тĕлĕннĕ

Пулас тухтăрсен çанă тавăрса вĕренмелле. Ăса хывмалли материал нумай, вăхăт вара сахал. Нумайăшĕ çĕр çывăрмасăр вĕренет. Марийăн шухăшĕпе, вăхăта тĕрĕс уйăрсан пур çĕре те ĕлкĕрме пулать. Вăл «Студентсен çуркуннине» хутшăнма та, чун киленĕçĕпе аппаланма та май тупать.
Пĕрремĕш курсра пике «Студентсен çуркуннинче» ташланă. Вăл ачаранпах авкаланма юратать. Шкулта кадет класне çÿренĕ чухне вăл тĕрлĕ вальс ташлама вĕреннĕ. Конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. «Зарницăран», «Орленокран» та юлман. Шкул команди районта, республикăра яланах лайăххисен йышĕнче пулнă. Пĕлтĕр вăл Иваново хулинче иртнĕ медик волонтерсен форумне хутшăннă. Унта 45 çĕршыври çамрăксем килнĕ. Ыр кăмăллăхçăсем валли ăсталăх класĕсем ирттернĕ, опытлă тухтăрсем лекци вуланă, çамрăксем проекчĕсемпе паллаштарнă. Мария унта волонтер пек кайнă, йĕркелÿ ĕçне хутшăннă. Пилĕк куна тăсăлнă мероприятире вăл ют çĕршывран килнĕ яшсемпе хĕрсене тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшнă. Африкăран, Индирен килнĕ çамрăксемпе туслашнă. Вĕсем Раççее килсен юр курнăшăн хĕпĕртенĕ. Маалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.