Ирина КОШКИНА.

18 Кăрлач, 2018

Данила Плужников — Çĕмĕрлере

Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче «Пулăшма вăхăт» ыр кăмăллăх марафонĕпе килĕшÿллĕн концерт иртнĕ. Куракансене «Голос. Дети 3» телепроект çĕнтерÿçи Данила Плужников юрласа савăнтарнă.

Зала сусăр ачасем чылаййăн пуçтарăннă. Вĕсем Данила юрласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кайран çамрăк юрăç хăйĕн пултарулăхне кăмăллакансемпе калаçнă, сăн ÿкерĕннĕ, автограф панă.

 

11 Кăрлач, 2018

Пирĕн ĕçтеш — «Шурăмпуç» кăларăмра

Чăваш наци радиовĕнчи «Шурăмпуç» кăларăм республикăри пултаруллă çамрăксемпе çывăхрах паллаштарать. Вĕсем вĕренÿре, спортра, ытти енпе çитĕнÿ тăваççĕ.

28 Раштав, 2017

Асамçăсем пирĕн хушăрах

2018 çул алăкран шаккать. Уяв сĕмĕ таврана тахçанах кĕнĕ ĕнтĕ. Юртан ăсталанă кÿлепесем те чи асамлă уяв çывхарса килнине систереççĕ. Ачасем çеç мар, аслă ÿсĕмрисем те çак ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Çĕнĕ çул умĕн ялсенче культура çурчĕсем те, кил умĕсем те юмах тĕнчине çаврăнаççĕ.

30 Чÿк, 2017

Йытăпа - çĕршыв тăрăх

Руслан Внедорожный автоçулçÿревçĕ тата блогер Ричи ятлă йыттипе Раççее курса çаврăнма шухăшланă. Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавран çула тухнăскерсем ĕнер Шупашкара çитнĕ.

26 Юпа, 2017

«Тимĕр вăййи» — вăйлисем валли

Пăхаттир пек çынсем ĕлĕкех хисепре пулнă. Ун чухне каччăсемпе арçынсем йывăр чул йăтса хул-çурăмне çирĕплетнĕ. Халĕ пирĕн çĕршывра кире пуканĕн спорчĕ анлă сарăлнă. Спортăн çак тĕсĕ халсăррисем валли мар: вăл вăя çеç мар, чун çирĕплĕхне те тĕрĕслет. Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Унта опытлă спортсменсем, çăмăлах мар çул çине тин çеç тăнисем пуçтарăнчĕç. Чăваш Ене 12 регионти 150-а яхăн пăхаттир çитрĕ.

Pages