Ирина КОШКИНА.

24 Çурла, 2018

Каска вырăнне — писев...

«Çак ĕçре пурнăç тăршшĕпе вăй хурса пысăк шалу илĕп-ха, анчах кирлех-ши ку мана? Сывлăх хавшать-çке», — шухăшланă инженер-геологра тăрăшакан Анастасия Шашкова. Вăл ĕçе тулли кăмăлпа утманнине тĕнче те илтнĕ ахăр: хĕр пуç, ура ыратнипе аптăрама тытăннă.

26 Утă, 2018

«Ачана ура çине тăратасчĕ»

Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ 23 çул каялла йĕркеленнĕ. Кăçал республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем, организацисем тăрăшнипе пухмача 7 миллиона яхăн тенкĕ кĕчĕ.

19 Утă, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕсем черетлĕ акцие йыхравлаççĕ

Йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансене пулăшар-и? «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке — ачасене» акци пуçарать.

19 Утă, 2018

Кĕнеке парнелетпĕр

Йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансене пулăшар-и? «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке — ачасене» акци пуçарать.
Кашнинех вуласа тухнă хыççăн çÿлĕк çинче ахалех выртакан кĕнеке пур. Вĕсене мĕншĕн пĕчĕккисене парнелес мар? «Хыпар» ИÇ ĕçченĕсем командировкăна тухса çÿренĕ май вырăсла, чăвашла кĕнекесене йывăр лару-тăрура пурăнакан шăпăрлансем патне илсе çитерĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» журналисчĕсем пурне те акцие хутшăнма чĕнеççĕ. Вăл 1 уйăха тăсăлать. Кĕнекесене Пичет çуртне, 609-мĕш пÿлĕме илсе килмелле.

19 Çĕртме, 2018

Çĕмĕрлесем те матчсене пысăк экран çинче курĕç

Раççейре иртекен футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ уçăлнă кун Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре пысăк экран вырнаçтарчĕç. Спортăн çак тĕсне юратакансем унта тĕрлĕ çĕршыв командисем мĕнле вылянине кураяççĕ. Паян Çĕмĕрле хулинче те «чирлекенсем» валли ятарлă лапам уçĕç.

Pages