Комментари хушас

24 Çурла, 2018

Каска вырăнне — писев...

«Çак ĕçре пурнăç тăршшĕпе вăй хурса пысăк шалу илĕп-ха, анчах кирлех-ши ку мана? Сывлăх хавшать-çке», — шухăшланă инженер-геологра тăрăшакан Анастасия Шашкова. Вăл ĕçе тулли кăмăлпа утманнине тĕнче те илтнĕ ахăр: хĕр пуç, ура ыратнипе аптăрама тытăннă. Эппин, ку ахальтен мар, теме систерекен паллă! Настя арçын профессийĕ хăйĕн валли маррине, унăн чăн-чăн пике пекех илемлĕ сăрланас, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак, капăр тум тăхăнас килнине ăнланнă.

Объектри пĕртен-пĕр пике пулнă

Хăш профессие алла илмелле-ши? Пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тăракан кашни çамрăка пăшăрхантарать çак ыйту. Ашшĕпе амăшĕ Настьăна инженер-геолог специальноçне суйлама сĕннĕ. «Вĕсем шалу аван илеççĕ, кирек хăçан та ĕç тупаяççĕ», — палăртнă. Мĕншĕн каяс мар? Ара, Вăрнарта çуралса ÿснĕ Настя ачаранпах строитель пулса тăрăшакан ашшĕпе юсав ĕçĕсене хутшăнма кăмăлланă-çке. Хĕрача час-часах алла мăлатук, пăчкă тытнă. Тулли кăмăлпа вĕçтернĕ вăл Хусана. Шăпах унти университетра çак специальноçе алла илнĕ пике. Занятисене хавхаланса çÿренĕ, преподавателĕн кашни сăмахне ăша хывнă. Диплом алла илсенех Анастасия Шупашкара çитнĕ, пĕр организацие ĕçе вырнаçнă. Коллективра хĕрарăмсем ĕçленĕ-ха, анчах Настя обћектсене тухса çÿрекен пĕртен-пĕр пике пулнă. Урамра çумăр е юр çăвать-и — унăн унта çитмелле пулнă. Скважина пăралама та тивнĕ унăн. Тепĕр чухне пике каçхи 9-10 сехетченех ĕçре ларнă. Йывăр ĕçе пула алăри ÿт час-часах хăмпăланса хăпарса тухнă. Обћектра ĕçлекен арçынсем Настьăн вăйне шанман. «Каска тăхăннă та пире вĕрентесшĕн», — калакан та тупăннă. Пике хăй мĕн тума пултарнине кăтартсан ăна хисеплеме тытăннă. «Пирĕн патша хĕрĕ», — тенĕ черчен хĕр пирки.
Настя тăрăшнипе тĕп хулари чылай çурт хута кайнă. Çамрăк тăван тăрăхшăн ырă ĕçсем тума пултарнишĕн савăннă. Анчах пурăна киле чунĕ ĕçе туртманнине ăнланнă вăл. Çавăн чухне Анастасия пĕр косметика брендне халăхра сарас енĕпе тăрăшнă. Шăпах çак тытăмра хăйне тупма пултарассине ăнланнă вăл. Пĕр кунхине Настя ĕçе килнĕ те хăй ирĕкĕпе каймашкăн ыйту çырнă. Малалла мĕн кĕтет ăна? Настя çакна пĕлмен, анчах пуç усман.
Косметика брендчĕпе ăна университетра пĕрле вĕреннĕ пике паллаштарнă. Анастасия Хусанта пурăннă чухнех унти хĕр-хĕрарăмсем хăйсене пăхма кăмăлланине, хитре сăрланнине, тумланнине асăрханă. Чăваш Енре ку енĕпе ĕçлеме тытăнсан пике урăх ÿкерчĕк курнă: пирĕн пикесем, хĕрарăмсем пачах урăхла. Настя этемлĕхĕн черчен çуррин шухăшлавне улăштармаллине ăнланнă. Çавна май вăл тĕрлĕ ăсталăх класĕ ирттерме тытăннă. Анастасия унта сăн-пите мĕнле нÿрлетмеллине, косметикăпа тĕрĕс усă курмаллине вĕрентет. Тÿлевсĕр ăсталăх класĕсене хĕрсем те, хĕрарăмсем те килеççĕ. Хăй уроксем ирттерме пуçличчен пике дистанци мелĕпе те, урăх хуласене тухса çÿресе те ăсталăх класĕсенче пĕлĕвне тарăнлатнă. Шупашкара килекен визажистсен, стилистсен мероприятийĕсене те сиктермен. Хăйĕн патĕнче вĕреннисем ăна ăшă сăмах парнелеççĕ, тав тăваççĕ, «Эсĕ мĕнле хитре, санран тĕслĕх илес килет», — теççĕ. «Инженертах ĕçленĕ пулсан ун пек сăмахсене илтмен пулăттăм», — палăртать 22-ри пике. Унăн ăсталăх класĕсене çынсем килни малалла ĕçлеме хавхалантарать.

Юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнтарасшăн

Пĕр кунхине Настя тĕп хулари «Мода çуртне» тум çĕлеттерме çул тытнă. Надежда Барыня çĕвĕç-дизайнер: «Эсир питĕ çÿллĕ, хитре пике. Манăн кĕпе-сен куравне хутшăнма кăмăл çук-и?» — интересленнĕ. Кун пирки ĕмĕтленнĕ Анастасия тÿрех килĕшнĕ. Шăпах çакăн хыççăн ăна Данила Ленский юрăç «Чăваш Ен илемĕ» конкурса хутшăнма сĕннĕ. «Шкулта вĕреннĕ чухне анне модель агентствине кайса пăхмаллине каланăччĕ. Атте хирĕçлерĕ, пĕтĕм вăй-хала вĕренĕве ямаллине палăртрĕ. Пурнăç хăех çавăнтах илсе çитерчĕ мана. Ахальтен лекмерĕм пуль», — пĕлтерчĕ конкурсра «Халăх юратăвне çĕнсе илнĕ мисс» ята тивĕçнĕскер. Настя каланă тăрăх, конкурса вăл çĕнтерессишĕн мар, çĕннине пĕлме, юлташсем тупма çул тытнă. Халăх юратăвне çĕнсе илме пултарнишĕн чунтан савăннă вăл. Пике текех нимĕнле илем конкурсĕнче те хутшăнасшăн мар: «Эпĕ хама модель тесе шухăшламастăп. Манăн манекен çеç пулас килменнине, ку ĕç манăн маррине ăнлантăм. Хам валли çĕннине чылай уçрăм: хама кăтартма, хитре утма вĕрентĕм. Вĕçĕм начарланмалли ман валли маррине чухларăм. Манăн хама эпĕ мĕнле — çавăн пек юратас килет». Малалла вулас..

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.