Çĕмĕрлесем те матчсене пысăк экран çинче курĕç

19 Çĕртме, 2018

Раççейре иртекен футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ уçăлнă кун Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре пысăк экран вырнаçтарчĕç. Спортăн çак тĕсне юратакансем унта тĕрлĕ çĕршыв командисем мĕнле вылянине кураяççĕ. Паян Çĕмĕрле хулинче те «чирлекенсем» валли ятарлă лапам уçĕç.

Вăл хулари паркра вырнаçĕ. Футбола кăмăллакансен лапамĕнче пысăк проектор пулĕ. Унта матчсене тÿре эфирта кăтартĕç. Лапама паян каçхи 8 сехетре уçĕç, артистсем концерт кăтартĕç. Тепĕр сехетрен унта Раççей тата Египет командисен матчне курма, пирĕннисемшĕн «чирлеме» май пулĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас