Комментари хушас

30 Çурла, 2018

Шупашкарти çуртсене Нарспи сăнĕпе илемлетесшĕн

Шупашкартан Хусана час-часах çÿрекен Ксения Кокель унти вокзал çурчĕ çинче тутар хĕрне сăнлакан фрескăна курсан шухăша путнă: «Пирĕн хулара унашкалли, хамăр культурăна кăтартакан ÿкерчĕк, мĕншĕн çук-ши?» Унăн шурă Шупашкарти çуртсем çинче чăваш орнаменчĕсене курас килнĕ. Çитес вăхăтра 24-ри пике тĕллевне пурнăçа кĕртме хатĕрленет.

Пурнăç тăршшĕпе вĕренмелле

Кокель хушаматах хĕр çинчен нумай калать. Унăн йăхĕнче пурте тенĕ пекех — ÿнерçĕ. Ксения та ачаранпах алăран киçтĕк, сăрă яман. Амăшне, Светлана Кокель художника, кура мольберт умне васканă. Хĕрачан пуçĕнче ÿссен тухтăр пулас шухăш тĕвĕленнĕ. Анчах лайăх ăнланнă — вăл ÿнерçĕ пулма çуралнă. Ламран лама куçакан талант хĕрĕнче пуррине, Ксения ÿкерме кăмăлланине сăнанă амăшĕ ăна ÿнер шкулне çавăтса кайнă. Кайран хĕрача тĕп хулари ÿнер училищинче ăсталăхне туптанă. Алла диплом илсен вăл И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе музыка пĕлĕвĕн факультетне çул тытнă.
Пикен ушкăнĕнче 3 çын ăс пухать. Малтанах, паллах, студентсем нумаййăн пулнă. Вĕреннĕшĕн укçи- тенкине сахал мар тÿлемеллине /çулталăкра 80 пин тенкĕ кирлĕ/ шута илсе пăраха-пăраха кайнă. Студент сахал пулнăран занятисем те интереслĕ иртеççĕ пулĕ? Живопиç ÿкерекенĕн специальноçне алла илекен Ксения палăртнă тăрăх, вĕрентекен пуринчен те çирĕп ыйтать. Занятисенче студентсем тĕрлĕ жанрпа ÿкереççĕ, çурма çарамас çынсене те сăнлаççĕ. Натурщиксем аслă шкула ятарласа килеççĕ- мĕн. Куншăн вĕсене укçа тÿлеççĕ. «Вĕренме кĕнĕ чухне те çак жанрпа картина çырнăччĕ. Çурма çарамас çынсене сăнласси — чи йывăрри. Çавăн чухне ÿнерçĕн пултарулăхĕ туллин уçăлать. Çын кĕлеткине ÿкерес тесен анатомие лайăх пĕлмел-ле», — терĕ Ксения. Вăл вĕрентекенĕ Валерий Чеботкин тăрăшнипе пултарулăх анинче сулмаклă утăмсем тунине, ÿснине палăртрĕ. «Художникшăн пурнăç тăршшĕпе вĕренни пĕлтерĕшлĕ. Пĕр вырăнта тăрас мар тесен сирĕн 2 хут ытларах ÿкермелле. Ÿсес тесен — виçĕ хут нумайрах», — кашнинче çапла калать Валерий Александрович студентсене.
Ÿнерçĕсем 6 çул вĕренеççĕ. Кайран Ксения Мускаври е Европăри пултарулăх мастерскойĕнче ăсталăхне малалла аталантарма ĕмĕтленет. Пике палăртнă тăрăх, унта хальхи искусствăна вĕрентеççĕ. Çакна çамрăк нумаях пулмасть Чехипе Польшăна кайсан курса ĕненнĕ. Вăл музейсенчен тухма пĕлмен, пуласлăх ÿнерçисен ĕçĕсене пăхса тĕлĕннĕ. «Пирĕн музейсемпе куравсенче яланах пĕрешкел ÿкерчĕк: пейзажсем, портретсем. Кашни çул çапла — аталану çук, пĕр вырăнта тăраççĕ. Европа çĕршывĕсенчи куравсенче те çак стильсемпе ÿкернĕ картинăсемех. Анчах вĕсем урăхла, хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ», — палăртать пике. Вăл 18 çултанпах тĕрлĕ курава, пленэра хутшăнать. Амăшĕпе Турцие те çитнĕ. Пĕр çулхине Чулхула облаçĕнчи Болдинăна, Александр Пушкин музейне, кайса килнĕ. Унти тавралăха сăнласа картинăсене парнелесе хăварнă.

«Раççей мисне» ÿкернĕ

Пĕлтĕр пике Крымра иртекен çамрăксен «Таврида» форумне пĕрремĕш хут çитсе килнĕ. Унта кăçал та кайнă, ятарласа проект çырнă. «Хулари искусство» ятлă вăл. Пике Шупашкарта тĕксĕммĕн ларакан çуртсене илемлĕ ÿкерчĕксемпе капăрлатасшăн. Ксения тĕп хулари троллейбус управленийĕн 8-мĕш подстанцине унчченех куç хывнă. Мĕскĕн çуртсем çынсем ытларах çÿрекен вырăнта та пур. Кунта туристсем те килкелеççĕ. «Мĕншĕн чăваш орнаменчĕсемпе илемлетес мар? Унашкалли Шупашкарта çук вĕт», — шухăшланă хĕр. Малтанах вăл унти стена çине «Раççей мисĕ» ята тивĕçнĕ Юлия Полячихинăна Нарспи сăнарĕ евĕр ÿкересшĕн пулнă. Кайран Нарспие хăйнех стена çине куçарма шухăш çуралнă. Вăл кĕнекери Петр Сизов художникăн иллюстрацийĕсене тĕпе хурса ĕçе пуçăнасшăн.
Ксения проекчĕ çĕнтерессе шухăшлама та пултарайман. 100 пин тенкĕ гранта тивĕçнине пĕлсен чикĕсĕр савăннă. Пикен проекта авăнăн 3-17-мĕшĕсенче пурнăçа кĕртмелле. Анчах укçа вăхăтра куçайманни шухăшлаттарать. Ара, вăл çанталăк хĕвеллĕ пулнипе усă курса юласшăн. «Эпĕ çурта веçех илемлетесшĕнччĕ. Анчах 100 пин тенкĕ пĕр стенана çеç капăрлатма май парать. Паллă ĕнтĕ, ĕçре усă куракан хатĕр-хĕтĕр хаклă. Пурăна киле урăх форумсене хутшăнас кăмăл пур-ха. Тепĕр стена çинче вара Нарспипе Сетнере сăнлăп», — пытармарĕ пике. «Тавридăра» ăна Раççей çамрăкĕсен центрĕн ĕçченĕсем Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнине шута илсе тĕп хуламăрта пĕр-пĕр çурта илемлетме сĕннĕ. Ксения Атăл çыранĕнчи насус станцине суйланă. Çак ĕçе те çитес вăхăтра пурнăçлĕ вăл.
Европăри çĕршывсенче граффити мелĕпе капăрлатнă çурт нумай. Унта стенасене легаллă, сак-кунпа килĕшÿллĕн, илемлетме май параççĕ. Кăмăл пур тăк кала çеç — ăçта каймаллине тĕллесе яраççĕ. Чехие кайсан Ксения юлташĕпе стенана капăрлатма шухăшланă. Çавăн чухне вĕсем патне хĕрпе каччă пынă, интересленнĕ. Хайхи йĕкĕт хăй те ÿнерçĕ-мĕн, Питĕрте Сергей Бодрова темиçе те ÿкернĕ иккен. Çакна вăл хăйĕн укçипе пурнăçлать. Унăн адвокат та пур-мĕн, çавăнпа ÿкерчĕксене никам та хураттараймасть.
Ксения форумра пулнă чухне эскиз хатĕрленĕ, вăл Юлия Полячихинăна ÿкересшĕн пулнă. Анчах вăхăт çитмен. Форум хыççăн Польшăна çул тытсан тĕллевне пурнăçа кĕртес тенĕ — «Раççей мисне» легаллă стена çинче сăнланă. Кайран кун пирки Юлийăна хăйне пĕлтернĕ. Савăнăçне пытарайман пике çакна çывăх çыннисене каласа кăтартнă. Вĕсем Ксенийăн соцсете вырнаçтарнă ÿкерчĕк айĕнче ăшă сăмахсем çырнă. Пике ĕçе 3 сехетре пурнăçланă. Хăйĕн соцсетьри ссылкине те çырса хăварнă. Польшăри çак ÿкерчĕкпе киленекенсем Ксения патне çырусем вĕçтереççĕ, пултарулăхĕнчен тĕлĕнеççĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.