Ирина КОШКИНА.

1 Юпа, 2021

"Çамрăксен сасси" хастарĕсем чăвашлăха аталантарасси пирки калаçрĕç

Чăвашлăха мĕнле аталантармалла? «Хыпар» Издательство çуртĕнче йĕркеленнĕ «Çамрăксен сасси» пĕрлешĕвĕн тĕлпулăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри шăпах çакă пулчĕ.

Паян çамрăк журналистсемпе блогерсем, чăвашлăхшăн тăрăшакан хастарсем черетлĕ хут «Хыпар» Издательство çуртĕнче пухăнчĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тăван халăх пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Вĕсем чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă сĕнÿсемпе Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем патне тухасшăн. Шăпах юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мăн Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртĕ. 

29 Авăн, 2021

Спорт кÿми туянма пулăшĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Токиора иртнĕ Олимп тата Паралимп вăййисене хутшăннă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулчĕ.

Аса илтерер: шăчăпа сикекен Анжелика Сидорова, Елена Иванова çăмăл атлетка Японирен кĕмĕл медальпе таврăннă. Вĕсене Олег Николаев Хисеп хучĕпе сехет парнеленĕ. Ытти спортсмен Олимп тата Паралимп вăййисенчен лайăх кăтартупа таврăннăшăн Тав хучĕпе сехете тивĕçнĕ. Çавăн пекех вĕсен тренерĕсене чысланă.

28 Авăн, 2021

Окоп чавнисене — медаль

Паян Шупашкарти Калинин районĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă чухне паттăрлăх кăтартнă ветерансене медальпе чысларĕç. Ваттисен кунĕ умĕн иртнĕ мероприятие ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕ.

16 Утă, 2021

«Вакцинациленни пĕлтерĕшлĕ»

Надежда ЩЕРБИГИНА, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, дизайнер:

— Манăн юнри сахăр виçи, холестерин шайĕ пысăк. Коронавирус аптăратсан чирпе кĕрешме йывăр пулĕ тесе прививка тутарма шухăшларăм. Хамăра упрамаллах. Вакцинациленни сывлăхшăн усăллă. Паян пĕрремĕш прививка тутартăм, хама аванах туятăп. Вăхăт иртсен вакцинацин иккĕмĕш тапхăрĕ витĕр тухăп.

12 Çĕртме, 2021

Тăвайсен Акатуйĕ те кĕр кĕрлерĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Тăвай районĕнчи Акатуя хутшăннă май ял хуçалăхпа ытти тытăмра ырми-канми ĕçлекенсене чысларĕ.

Олег Алексеевичпа пĕрле Тăвайсене саламлама ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, РФ Патшалăх Думин финанс ыйтăвĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров çитнĕ.

Pages