Комментари хушас

1 Юпа, 2021

"Çамрăксен сасси" хастарĕсем чăвашлăха аталантарасси пирки калаçрĕç

Чăвашлăха мĕнле аталантармалла? «Хыпар» Издательство çуртĕнче йĕркеленнĕ «Çамрăксен сасси» пĕрлешĕвĕн тĕлпулăвĕнче сÿтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри шăпах çакă пулчĕ.

Паян çамрăк журналистсемпе блогерсем, чăвашлăхшăн тăрăшакан хастарсем черетлĕ хут «Хыпар» Издательство çуртĕнче пухăнчĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тăван халăх пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Вĕсем чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă сĕнÿсемпе Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем патне тухасшăн. Шăпах юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мăн Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртĕ. 

Раççейре халăх çыравĕ пынă май пĕрлешĕвĕн хастарĕсем çынсене хăйсем чăваш пулнине уççăн пĕлтерме чĕнсе каласшăн. Блогерсемпе журналистсем социаллă сетьсенче #ЭпĕЧăваш хештэгпа усă курса тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк, видео вырнаçтарасшăн. 

www.hypar.ru 

Вера ШУМИЛОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.