Комментари хушас

16 Утă, 2021

«Вакцинациленни пĕлтерĕшлĕ»

Надежда ЩЕРБИГИНА, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, дизайнер:

— Манăн юнри сахăр виçи, холестерин шайĕ пысăк. Коронавирус аптăратсан чирпе кĕрешме йывăр пулĕ тесе прививка тутарма шухăшларăм. Хамăра упрамаллах. Вакцинациленни сывлăхшăн усăллă. Паян пĕрремĕш прививка тутартăм, хама аванах туятăп. Вăхăт иртсен вакцинацин иккĕмĕш тапхăрĕ витĕр тухăп.

Сывлăх — чи хаклă пурлăх. Çавăнпа хальхи вăхăтра прививка туни пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Çапла майпа çеç эпир чире çăмăлрах парăнтарма пултарăпăр.

www.hypar.ru

Рубрика: