Спорт кÿми туянма пулăшĕ

29 Авăн, 2021

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Токиора иртнĕ Олимп тата Паралимп вăййисене хутшăннă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулчĕ.

Аса илтерер: шăчăпа сикекен Анжелика Сидорова, Елена Иванова çăмăл атлетка Японирен кĕмĕл медальпе таврăннă. Вĕсене Олег Николаев Хисеп хучĕпе сехет парнеленĕ. Ытти спортсмен Олимп тата Паралимп вăййисенчен лайăх кăтартупа таврăннăшăн Тав хучĕпе сехете тивĕçнĕ. Çавăн пекех вĕсен тренерĕсене чысланă.

Татьяна Гуреева парабадминтонистка Паралимпиадăна пуçласа хутшăннă. Спортсменка спортăн çак тĕсĕ пирĕн республикăра аталанасса шанать. Татьяна регион Пуçлăхне 1 млн та 300 пин тенкĕ тăракан спорт кÿми туянмашкăн пулăшма ыйтнă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме шантарнă.

www.hypar.ru

Комментари хушас