Элиза ВАЛАНС

28 Кăрлач, 2016

Ача-пăча - ял илемĕ

Хĕл пĕтĕм тавралăха шурă юрпа витсе хучĕ. Унччен анăçран вĕрекен çил сасартăках çурçĕр енне çаврăнса унтан сивĕ сывлăш хăваласа килчĕ. Майĕпенех çулсем урлă юр юххи, шурă çĕлен евĕр, авкаланса тăма тапратрĕ. Вăйлă тăмансем те пулчĕç тата анчахрах.

21 Кăрлач, 2016

«Пĕтĕм тĕнче сире сăнать!»

Улттăмĕш класс пултарулăхĕпе пурте мăнаçланаççĕ. Вĕсем вĕренÿре кăна мар, спортра та час-часах хастарлăхĕпе палăраççĕ. Çуллапа кĕркунне уйрăмах футболла выляма килĕштереççĕ çамрăксем. Мечĕкпе кам та кам çывăхрах туслашнине çу каçиччен вĕсем темиçе хут та тĕрĕсленĕ-ха.

3 Раштав, 2015

Таçта çитсен те манмăпăр пĕр-пĕрне

Наталья Микасева, Настя Яковлева, Катя Савельева - Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕн хастарĕсем. Тăххăрмĕш класа çÿрекен пикесем вĕренÿре ÿсĕмсем туса пынисĕр пуçне спорта чунтан парăннă.

- Спорт вăл - сывлăх! Е тата унсăр пурнăç та кичем пулĕччĕ, - теççĕ мал ĕмĕтлĕ хĕрсем.

Чăн та, вĕсем уйрăмах физкультура урокне кăмăллаççĕ. Футболла, волейболла, баскетболла выляма çав тери маçтăр. Çăмăл атлетикăна та çăмăллăн парăнтараççĕ.

19 Чÿк, 2015

Зоя Алексеевна сăмахĕ чăна килчĕ

Çанталăк сисĕнмеллех сулхăнланнă. Кĕрхи çил витĕр вĕрет. Хăватлăскер. Йывăç тăррине те пĕр шелсĕр авать, турат çинче типсе пĕрĕннĕ юлашки çулçăсене силле-силле тăкать. Апла пулин те шкула савăк кăмăлпа утать Катя Федорова. Ара, савăнăçĕ виçесĕр-çке пĕчĕк хĕрачан.

Pages