Тантăшсем

3 Раштав, 2015

Таçта çитсен те манмăпăр пĕр-пĕрне

Наталья Микасева, Настя Яковлева, Катя Савельева - Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕн хастарĕсем. Тăххăрмĕш класа çÿрекен пикесем вĕренÿре ÿсĕмсем туса пынисĕр пуçне спорта чунтан парăннă.

- Спорт вăл - сывлăх! Е тата унсăр пурнăç та кичем пулĕччĕ, - теççĕ мал ĕмĕтлĕ хĕрсем.

Чăн та, вĕсем уйрăмах физкультура урокне кăмăллаççĕ. Футболла, волейболла, баскетболла выляма çав тери маçтăр. Çăмăл атлетикăна та çăмăллăн парăнтараççĕ.

19 Пуш, 2015

Шпагат ларасси нимĕн те мар!

Çак класрах вĕренекен Катя Николаева, математикăпа туслăскер, цифрăсен тĕнчинче хăйне телейлĕ те ирĕклĕ туять. Вăл «Математика - наукăсен патши», - каларăша мала хураканскер, çак предмета тарăнрах вĕренес тĕллевпе кружока çÿрет. Пĕлĕвне аталантарать.

5 Нарăс, 2015

Пултарулăха кулленех аталантармалла

Унăн сасси шăнкăрав пек янăравлă та уçă. Çавăнпах пуль вăл ача садне çÿренĕ чухнех юрлама вĕреннĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ. Шкула кайма пуçласан талантне малалла аталантарнă.

5 Нарăс, 2015

«Хамшăн мар, юлташшăн тăрăшасчĕ»

«Туслăх ăшăтать, йывăрлăхра пулăшать», - çапла шухăшлаççĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Светăпа Инесса Кузнецовăсем, Валерия Дмитриева тата Снежана Васильева. Хĕрачасем пĕр-пĕриншĕн тăван пекех хаклă.

29 Кăрлач, 2015

Пĕр шикленÿсĕр

- Пултаруллă енсене пытарас çук, малалла туртăнмалла: шикленмесĕр, харсăррăн, хăюллăн. Хăвăр тăрăшнине кура сире мухтакансем те, пулăшакансем те пулĕç, - терĕ Дима Кудряшов стипендиат.

Pages