Комментари хушас

19 Пуш, 2015

Шпагат ларасси нимĕн те мар!

Çак класрах вĕренекен Катя Николаева, математикăпа туслăскер, цифрăсен тĕнчинче хăйне телейлĕ те ирĕклĕ туять. Вăл «Математика - наукăсен патши», - каларăша мала хураканскер, çак предмета тарăнрах вĕренес тĕллевпе кружока çÿрет. Пĕлĕвне аталантарать.

Катя - вĕренÿ отличници. Хăйĕн çивĕч ăсĕпе, тавракурăмĕпе вăл шкулта тахçанах палăрма ĕлкĕрнĕ.

- Çанă тавăрса тăрăшсан çеç çакăн пек çитĕнÿсем тума пулать, - тет маттурскер.

Пурнăçра ыррине те, усаллине те пайтах тĕлпулма тÿр килет теççĕ. Яланах «пиллĕк» паллăсем илме хăнăхнă Катюша пĕррехинче «тăваттă» «çаклатнă». Ку ыттисемшĕн темех мар пек. Анчах хĕрача питĕ куляннă çакăншăн. Темле пулсан та ăна тÿрлетме шут тытнă та тĕллевне кĕске вăхăтрах пурнăçланă. Çакăн хыççăн вăл тата тăрăшарах вĕренме пуçланă.

Катя чăннипех те хастар хĕрупраç. Вăл кашни конкурса, вăййа, викторинăна хаваспах хутшăнать. Ыттисемпе тупăшса хăйĕн вăйне, пултарулăхне тĕрĕслесе пăхни нимрен ытла илĕртет ăна. Çавăнпа Катя яланах малти ретре. Ушкăнпа тупăшнă чухне вара тантăшĕсем ăна яланах командира суйлаççĕ. Ку ахальтен мар. Катя командир чухне вĕсем çĕнтерессе пурте пĕр иккĕленмесĕр ĕненеççĕ-çке.

Пуринпе те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултаракан-скерĕн тус нумай. Вĕсенчен чи çывăххи - Даша.

- Даша - манăн шанчăклă та хаклă тусăм. Вăл халь хулара вĕренет. Эпир унпа тăтăшах çыхăну тытатпăр. Телефонпа, Интернетра скайп урлă калаçатпăр. Питĕ тунсăхлатăп уншăн эпĕ, - терĕ Катя ассăн сывласа. - Вăл лайăх вĕрентĕрччĕ тата ан чирлетĕрччĕ çеç.

Унран «Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕн?» - тесе кăсăклансан «Çекĕлпе çыхма кăмăллатăп, - сăпайлăн йăл кулчĕ. - Акă кукамая хĕл кунĕсенче ăшăрах пултăр тесе çемçе те ăшă тутăр çыхса парнелерĕм...»

Мĕнле маттур вĕт-ха вăл! Катя мĕнпур вăхăтне вĕренÿ- ре ирттерет пулсан та тĕрлĕ енлĕн аталанма та май тупма тăрăшать. Килĕнче хăй тĕллĕн тĕрлĕ задача шутлать кăна тетĕр-и?

Катя спорта та юратать, тĕрлĕ хускану тăвать. Ÿт-пÿ илемĕшĕн тăрăшсах гимнастикăпа çывăх туслашнă. Шпагат ларма та пĕлет. Çак меслете пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхнă вăл. Пĕрремĕш хут шпагат ларсан вара мĕн тери савăннă! Чăн-чăн çитĕнÿ тунăн туйăннă ăна çак самантра.

Çапла, пĕрре тĕллев лартнине пурнăçлама хăнăхнă Катя. Хăйĕн ĕмĕчĕсем патне çирĕп утăмсемпе çывхарать.

Нина ЦАРЫГИНА.

Шупашкар районĕ,

Ишек шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.