Комментари хушас

5 Нарăс, 2015

«Хамшăн мар, юлташшăн тăрăшасчĕ»

«Туслăх ăшăтать, йывăрлăхра пулăшать», - çапла шухăшлаççĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Светăпа Инесса Кузнецовăсем, Валерия Дмитриева тата Снежана Васильева. Хĕрачасем пĕр-пĕриншĕн тăван пекех хаклă. Çак туслăх вĕсене вĕренÿре те, пултарулăхра та çитĕнÿ тума хавхалантарать.

Инесса кĕнеке вулама юратнăран хăш чухне хăй те пĕчĕк калавсем çырать, аппăшĕнчен тĕслĕх илет-çке вăл. Светăпа Валерия та çак киленĕçпе «чирлеççĕ», Надежда Сергеевна вĕрентекен калав çырма хушсанах шухăш вĕçевне ирĕке яраççĕ те ĕçе пуçăнаççĕ. Снежана та сочиненисенче шухăшне ытарлăн çавăрса калама пĕлет.

Мĕншĕн пурин те çак туртăм палăрать тетĕр-и? Кунта çырас пултарулăха аталантарма «Шевле» хаçат кăлараççĕ. Çак ырă йăлана 2008 çулта пуçласа янă. Ертÿçи - Надежда Сергеевна Максимова вĕрентекен. Кашни пилĕк çултанах хаçат уявне ирттереççĕ, хастар авторсене Хисеп çучĕпе чыслаççĕ.

Хĕрачасем ытти енĕпе те пултаруллă. Валерия архитектор пулма ĕмĕтленет. Хăçан та пулин вăл хатĕрленĕ планпа чаплă çуртсем ăсталама пулĕ-çке. Сăмах май, хĕрача ÿкерме юратать: çынсене тата чĕрчунсене çав тери илемлĕ сăнласа парать. Амăшĕнчен алĕçне вĕренекенскер çыхма тата тĕрлеме те кăмăллать.

Света хĕллехи çанталăка питĕ килĕш-терет. Мĕншĕн тесен ку вăхăтра йĕлтĕр-пе чупма пулать-çке. Эх, шурă юр çинче ярăнса пынă май мĕн тери хавхаланать хĕрача! Лерăпа иккĕшĕ час-часах пĕрле калав шăрçалаççĕ, кун пек кăсăклăрах та.

Снежана çинчен калас пулсан тусĕсем ырă сăмах шеллемеççĕ.

- Вăл питĕ тăрăшуллă та сăпайлă хĕрача, никампа та вăрçăнмасть, хăйне лайăх тытать. Пире кам та пулин кÿ-рентересшĕн пулсан хÿтĕлет, - теççĕ тантăшсем.

Инесса вара хăйĕн сăввисене пухса блокнотран пĕчĕк кĕнеке хатĕрленĕ. Чун-чĕререн шăранса тухакан хайлавĕ-сене вăл çемйине, юлташĕсене тата чĕрчунсене халаллать. Тус-тантăшран та пуян, пуринпе те пĕр чĕлхе тупĕ.

- Пĕр-пĕрне пулăшмалла. Хамăршăн мар, юлташшăн ытларах тăрăшмалла, - тет Инесса.

Çак сăмахсене пăхăнсан çĕр çинче пурте телейлĕ пулĕç.

Лариса ПЕТРОВА.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.