Таçта çитсен те манмăпăр пĕр-пĕрне
Наталья Микасева, Настя Яковлева, Катя Савельева - Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕн хастарĕсем. Тăххăрмĕш класа çÿрекен пикесем вĕренÿре ÿсĕмсем туса пынисĕр пуçне спорта чунтан парăннă.
- Спорт вăл - сывлăх! Е тата унсăр пурнăç та кичем пулĕччĕ, - теççĕ мал ĕмĕтлĕ хĕрсем.
Чăн та, вĕсем уйрăмах физкультура урокне кăмăллаççĕ. Футболла, волейболла, баскетболла выляма çав тери маçтăр. Çăмăл атлетикăна та çăмăллăн парăнтараççĕ.
- Футбол хăйне евĕр вăйă. Пĕрре «чирлесен» унран хăтăлма йывăр. Стадионта мечĕк хăваланă вăхăтра тем те пулса иртет. Сăмахран, икĕ футболист мечĕк патне тупăшмалла чупса çитет те пĕр-пĕринпе çапăнни те пулать. Çук, чарăнмасть вăйă. Мечĕк пĕр хапхаран тепĕр хапха патне кускаласа çеç тăрать. Ăнăçлă тапса хапхана мечĕк кĕртсен, стадионри куракан алă çупса мухтать, кăшкăрса хавхалантарать, - тет Наталья.
Катьăпа Наталья тата Настя - уйрăлми туссем. Кирек хăçан та пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Анчах хастар пикесем тăхăр класс хыççăн шкултан тухса каяс ĕмĕтлĕ. Виççĕшĕ те повар профессине алла илес кăмăллине палăртрĕç.
- Шкултан пĕрре те каяс килмест, анчах пурнăç çапла-çке. Ялан атте-анне çунатти айĕнче киленсе лараймăн. Хамăрăн та пурнăç çинчен шухăшламалла. Кайран вара юратнă çыннăмăрсене пулăшма та манмалла мар. Ара, пире вĕсем ура çине тăратассишĕн мĕн чухлĕ тăрăшнă-çке, - теççĕ хастарсем.
Настя Яковлева Чĕмпĕре килĕштерет, çавăнпа асăннă хулана малалла пĕлÿ илме каясшăн. Катьăпа Натальăна вара Патăрьел илĕртет.
- Туссемшĕн тунсăхласса халех пĕлетĕп, çапах пуçа усас килмест. Ара, халĕ компьютер ĕмĕрĕнче скайппа та калаçма, телефонпа та çыхăнма май пур. Тен, уйăхра пĕрре ялта та тĕл пулма тÿр килĕ-ха. Ун чухне чун каничченех пуплеме пулать те, - терĕ Настя ассăн сывласа.
- Пире çăмăлтарах пулать паллах, эпир иккĕн пĕр вĕренÿ заведенийĕнчех пулатпăр вĕт. Çапах та Настьăна манмăпăр, ăна тунсăхлама памăпăр. Час-час çыхăнура пуласса шансах тăратпăр, - çирĕплетрĕç хĕрсем.
Элиза ВАЛАНС.
Шăмăршă районĕ,
Палтиел.