Комментари хушас

29 Кăрлач, 2015

Пĕр шикленÿсĕр

- Пултаруллă енсене пытарас çук, малалла туртăнмалла: шикленмесĕр, харсăррăн, хăюллăн. Хăвăр тăрăшнине кура сире мухтакансем те, пулăшакансем те пулĕç, - терĕ Дима Кудряшов стипендиат.

Чăн та, республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕç пулма пĕрре те çăмăл мар. Нумай-нумай çынран суйласа илнисем хушшинче эс те пулни калама çук пысăк чыс.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Димитрий Кудряшов çак кунсенче стипендиат пулни паллă пулчĕ. Мĕн тери ырă хыпар вĕт! Димăн кĕçĕн класранах тăрăшса вĕренни, кашни ăмăртăва хутшăнни сая кайман. Тав хучĕ, грамота, диплом... Мĕн пĕчĕкрен пуçтарса пынă вăл вĕсене. 2013-мĕш çулта Дима «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурсра «Лидер-патриот» номинацие çĕнсе илме тивĕçнĕ. Район конкурсĕсенче, республика ăмăртăвĕ- сенче яланах малти вырăнсенче палăрнă.

- Ачаранах мана аттепе анне спортпа туслаштарнă. Спорта эпĕ чăннипе те юрататăп, - тет маттурскер.

Район ачисем хушшинче турник çинче чи нумай туртăнаканни те вăлах. Пĕчĕкренех «Зарница», «Орленок» çар вăййисене кăмăллать. Çавăнпа та пуль, вунпĕр класс пĕтернĕ хыççăн Дима çар çынни пулма ĕмĕтленет.

- Вĕренме кĕрсен те укçа-тенкĕ нумай кирлĕ пулать. Хамăн степендие çавна валли пуçтарса пыратăп, - терĕ малашлăх çинчен шухăшласа.

Кристина БАЙБАТОРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.