Элиза ВАЛАНС

7 Ака, 2016

«Тетте» тусĕсем

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекен Вероника Маркелова паян класа пуринчен те малтан çитрĕ. Кĕнекипе тетрадьне, ручкине парта çине кăларса хучĕ. Унтан юратнă «Тетте» журналне алла тытрĕ. Акă алăк уçăлчĕ те Игорь Казанцев кĕрсе тăчĕ. Хĕрачана курсан йăл кулчĕ.

7 Ака, 2016

Урхамах туянса парсан-и?

Акуня кинемей хапха умне тухса тăчĕ. Çил çук. Çурт тăрринче, карниссем çинче, хура пуçлă, шурăрах пĕсехеллĕ çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Çуркунне çитнишĕн хавасланаççĕ ахăртнех. Вĕсем пĕвесем çырантан тухса сарăласса, пĕрремĕш вăйлă çумăр çăвасса, малтанхи аслати кĕрлессе хыпарлаççĕ-тĕр.

24 Пуш, 2016

Юлташ тупма «Тантăш» пулăшать

Уроксем хыççăн пушă пÿлĕме ачасем хаваспах пуçтарăнчĕç. Пĕрисем «Тетте» вулама хапăл пулчĕç, теприсем «Тантăш» хаçата алла илчĕç. Унти заметкăсене, сăвăсене, калавсене тишкерсе тухнă хыççăн хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма манмарĕç.

Pages