Умра — хĕрÿ тапхăр

17 Пуш, 2016
Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялĕнче пурăнакан Ирина Григорьевăпа Света Ильина — уйрăлми туссем. Хурамал шкулне вĕренме çÿрекенскерсем ытти ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче.

Туссем тăххăрмĕш класра пур предметпа та «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пĕрле вĕренекенсене пулăшма та, хавхалантарма та май тупаççĕ. Тĕрлĕ олимпиада-конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне лекеççĕ, шкул, район чысне çÿлти шайра тытма тăрăшаççĕ.

— Юн вĕренĕ, вăй тапнă тапхăрта пур çĕре те çитес килет. Авă, шкул сукмакне такăрлатнă тапхăра аслисем те ăшшăн аса илеççĕ. Пирĕн те çапла асамлă вăхăтсем куç умне тухаççĕ ĕнтĕ кайран... Пĕчĕк чухне иксĕмĕрĕн те тухтăр пулас ĕмĕт çуралнăччĕ. Ĕнтĕ çав шухăш чăл-пар саланчĕ ман пуçра. Ку професси ман валли маррине ăнлантăм. Тусăм вара хăй ĕмĕчĕпе çунатланса пурăнать. Çав-çавах тухтăр пулассине палăртать. Çавăнпа чи çывăх тусăмпа пĕр вĕренÿ заведенийĕнчи пĕр факультетра вĕренме май килменнине ăнлантăм. Апла-и, капла-и, пăшăрханмастăп. Ара, чи савăнмалли — иксĕмĕр те Шупашкараллах çул тытăпăр. Пĕр-пĕринпе вара яланхиллех туслă çыхăнура пулăпăр, — çирĕплетет Света Ильина.

— Умра — хĕрÿ тапхăр. Экзаменсем. Çапах та чун иленĕçĕ валли вăхăт тупатăпах. Тĕрĕ те тĕрлетĕп, уявсене те хаваспах хутшăнатăп. Сцена пирĕн çемьешĕн — чун уççи. Тĕрлĕ вăйăра ырă кăмăл, илемлĕх туйăмĕ аталаннине чунпа туятăп. Атте хуткупăс калама ăста, уçă саслă аслă аппапа юрă шăрантарма юрататпăр. Аппа тенĕрен, вĕсем иккĕн манăн — Алинăпа Света. Шупашкарта пурăнаççĕ. Хастарскерсем шкулта вĕреннĕ вăхăтра пур предметпа та «5» паллăпа çеç савăнтарнă. «Курса тăрăр, сирĕнтен тĕслĕх илетĕп», — теттĕм çирĕплетсе. Сăмахăма çилпе вĕçтермерĕм. Акă, чăн та, аппасен çулĕпе хаваслансах чупатăп. Манăн дневнике «5» паллăсем çеç илемлетсе, капăрлатса тăраççĕ, — тет Ирина пĕтĕм чун хавалĕпе.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.