Урхамах туянса парсан-и?

Акуня кинемей хапха умне тухса тăчĕ. Çил çук. Çурт тăрринче, карниссем çинче, хура пуçлă, шурăрах пĕсехеллĕ çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Çуркунне çитнишĕн хавасланаççĕ ахăртнех. Вĕсем пĕвесем çырантан тухса сарăласса, пĕрремĕш вăйлă çумăр çăвасса, малтанхи аслати кĕрлессе хыпарлаççĕ-тĕр. Лăпкăн мар, хавассăн систереççĕ. Юрланă пекех...

Ал тупанне çамки çине тытса сукмак еннелле тинкерчĕ кинемей.

— Ăçтарах-ши манăн пĕртен-пĕр савăнăçăм, Петя? Ĕнер тем пулмарĕ-ши унпа, çитеймерĕ. Паян килетех пулĕ, килетех. Чунтанах кĕтнине хăй те туять ĕнтĕ. Ăна хамăн мăнукăм пекех юрататăп та. Пĕр кун килмесен тунсăх пусать. Ăна курас, калаçас килет, — тесе çав-çавах аяккалла тĕмсĕлсе тинкерчĕ.

Акă çын васкаса утни курăнчĕ. Кĕçех хайхискер ун патне те çитрĕ, сывлăх сунчĕ.

— Мĕнле пурăнатăн, Акуня аппа? — кăсăкланчĕ çавăнтах.

— Аванах, аванах. Анчах ĕнер Петя килеймерĕ, пăшăрханатăп авă. Ăнсăртран курман-и эсĕ ăна? Мĕн тăвăн, юратнă лаши вилнĕ хыççăн хăйне валли вырăн тупаймасть çав. Чĕререн куляннине витĕр куратăп. Хаш та хаш сывлать. Урхамахне кашни кун аса илет. Эх, епле юрататчĕ-ĕ-ĕ... Вăл пĕчĕклех урапа çине ларса уялла кайнине пĕрре мар курнă. Хыççăн темччен пăхса тăраттăм вара. Пысăк çын пек урисене урапа çинчен усса ларни те, тилхепепе лашана пĕлсе тыткалани те кăмăла каятчĕ. «Çапла, ку ачаран чăн-чăн пурнăç çынни пулатех», — теттĕм хĕпĕртесе. «Аттепе анне тепĕр янавар туянса параççĕ-ши?» — текелет час-час. Ашшĕ-амăшĕ начар çынсем мар, пепкин ыйтăвне тивĕçтереççех пулĕ-ха. Ачи маттур-ха, маттур. Авă, тăхăрвун пĕррери кукамăшĕ аллине амантрĕ те, Петя ăна больницăна илсе çÿрерĕ. Тепри пулсан ватă çын çине алă çеç сулнă пулĕччĕ, — калаçрĕ те калаçрĕ çитмĕл-тен иртнĕ кинемей.

Сăмах çине тенĕ пекех Петя Лубашкин та çитрĕ. Ватă çыннăн тути йăл кулчĕ, куçĕсем те çуталчĕç.

— Акуня аппа, каçарăр мана... Çухатрăр та пулĕ, ĕнер килеймерĕм, — терĕ йăл кулса.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренекен Петр Лубашкин маттурлăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен пурте тĕлĕнеççĕ. Кирек кама та пулăшма хатĕр хастар. Авă, Акуня аппăшне те мăшăрĕ çĕре кĕрсен, куллен пулăшма çÿрерĕ, паян та çав сукмака такăрлатать. Питĕ хĕрхенет вăл кинемее. Ара, килте пĕччен пурăнать пулин те, ĕнепе сурăхсем усрать, хурт-хăмăр тытать.

— Ун чухне виççĕмĕш класран вĕренсе тухнăччĕ. Çулла. Пĕр кунхине анне: «Ачамсем, пахчара Акуня аппа пĕчченех утă пуçтарать. Йывăр ăна. Атьăр пулăшар, алла сенĕкпе кĕрепле тытни шăм-шака çăмăллатĕ çеç», — терĕ. Аппасемпе васкарăмăр вара кинемей патне. Çавăнтанпа анне каласса кĕтместпĕр. Акуня аппа патне кирек хăш вăхăтра та чупатпăр. Халĕ те авă, лупас тăрринчен утă-улăм антаратăп-и, картишĕнче юр хыратăп-и, сарайĕнчен тислĕк кăларатăп-и — Акуня аппа ырласа çитереймест: «Петя, ытла та маттур-çке эсĕ манăн», — тет хавхаланса. Вăл савăннине кура хам та хăпартланатăп, — терĕ Петя.

...Урок тухнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ. Саккăрмĕш класс ачисем хавасланса коридора чупса тухрĕç. Петя çеç вырăнтан та хускалмарĕ. Стена çине ÿкернĕ лаша кĕлетки çине чылайччен пăхса ларчĕ. Каллех, каллех юратнă урхамахĕ аса килчĕ. Унтан хăй те янавар ÿкерме тытăнчĕ: «Урхамах илсе парсан Акуня аппана та утă-улăмне хамах турттарса пулăшăттăм», — тесе шухăшларĕ.

 

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.