Элиза ВАЛАНС

7 Утă, 2016

Тĕрĕслерĕ вăй-хала Хĕвеллĕ уçланкă

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Патăрьел районĕнче пулчĕ. Республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» 48-мĕш финал вăййисене хупнă саманта хутшăнчĕ.

30 Çĕртме, 2016

Паян — вĕренӳри, спортри хастарсем, ыран — çĕршыв хӳтĕлевçисем

Патăрьел районĕнчи Хĕвеллĕ уçланкăра çамрăк çарçăсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен черетлĕ 48-мĕш республика финалĕ уçăлчĕ.

30 Çĕртме, 2016

Иртнĕ çулла...

Тĕлĕкри пек иртрĕ çав самант

Тÿрех киле мар, асламăшĕ патне кĕчĕç вĕсем шăллĕпе. Вăйĕ çуккине сиссе, хăйне тĕлĕкри пек туйса диван çине аран ларчĕ. Кÿлĕ хĕрринче мĕн пулса иртнине Даниил асламăшне тĕпĕ-йĕрĕпе васкаса каласа пачĕ. Паша вара çаплипех пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Куçĕ умĕнчен сывлайми выртакан Максим çаплипех кайма пĕлеймерĕ. Хăй вара вилĕмпе куçа-куçăн тăнине ăнланса илсе çÿçенчĕ, çапах та çынна инкекрен хăтарнăшăн хĕпĕртерĕ.

23 Çĕртме, 2016

Йывăç-курăкпа та вăл пуплет

Шупашкарти 6-мĕш шкулăн иккĕмĕш класĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă Катя Виноградова асламăшĕпе аслашшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ пурăнакан тăрăха çав тери юратать! Канмалли кунсенче, урăх ниçта та мар, аслисемпе Патăрьел районĕнчи Вăтаелне е Кĕçĕн Патăрьелне васкать.

16 Çĕртме, 2016

Çуткасси, Мăчкаш... Эпир пурте хурăнташ

Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕ... 345 çул тултарчĕ вăл. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта 100 кил шутланнă, вĕсенче 517 çын пурăннă. Унтанпа шыв-шур нумай юхнă. Чылай улшăну пулса иртнĕ. Паян вара 62 хуçалăхра — 138 çын.

Pages