Иртнĕ çулла...
Ыран ирхине мĕнле çанталăк пулассине пĕлме хĕвел аннине, пĕлĕт хĕрри еплерех курăннине сăнарĕ Паша. Паян хĕвел-анăç сарăрах. Тÿпере куçман пĕлĕтсем çеç, анакан хĕвелпе ылтăнланнăскерсем мĕн тери илемлĕ курăнаççĕ. Апла-тăк ыранхи кун лăпкă пулатех.
«Çумăрлă çанталăкра кĕнеке вулама юрататăп пулсан, тавралăха савса хĕвел пăхнă кун пулла каймаллах», — тесе арçын ача çав каçах ăман хатĕрлеме шухăшларĕ. Кĕреçе йăтса пахчана васкарĕ. Тислĕк купи çывăхĕнчи хура çĕре ылтăн купи сирнĕ пек тирпейлĕн хăрах енчен салатса сăнама тапратрĕ. Авкаланса выртакан ăмансене хавхаланса пуçтарчĕ. «Ыран та унчченхиллех киле тулли савăтпа таврăнăп, вăлтана пысăк пулăсем кĕрессе пĕрре те иккĕленместĕп. Ăшаласа та çийĕпĕр, шÿрпе те пĕçерĕпĕр», — терĕ ăмансем çине тулли кăмăлпа пăхса.
— Пăчанар кÿллине каясшăн-и? Унта кирек хăçан та ăнăçаканччĕ, — терĕ кÿршĕ ăна асăрхасан.
Пăчанар кÿлли... Çак сăмаха илтсенех унăн чунĕ сÿ! турĕ. Нимĕнле мар пулса кайрĕ, ассăн сывларĕ. Унтан хăйне алла илчĕ.
— Таврара урăх пĕве çук-им? Чун турт-масть унта. Тунмастăп, пулă вăйлă кĕрет вăл вырăнта. Пысăкки те, пĕчĕкки те. Анчах маншăн текех ют çав кÿлĕ. Аса та илес килмест, — терĕ. Сăнĕ салхуланчĕ.
...Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ. Çанталăк шăрăх. Улттăмĕш класран ăнăçлă вĕренсе тухнă Павел Федотовпа иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Даниил вăлтасем йăтса, шăкăл-шăкăл калаçса та йăл кулса Пăчанар кÿлли еннелле васкарĕç. Утса мар, чупса... Хуларан килнĕ шăллĕ те яла çав тери килĕштерет вĕт-ха.
Палăртнă вырăна çитсен вăлтасене шыва ячĕç. Яланхиллех савăк кăмăлпа вăлта хулккисем çине тинкерсе çеç ларатчĕç — инçех те мар шыва кĕрекен ачасем тĕлĕнче хыттăн кăшкăрни илтĕнчĕ. Ялтах сиксе тăчĕ Паша. Шывра хăмпăсем явăнса тухнине курсан унта кам-тăр путма тытăннине ăнланчĕ. Ним шухăшламасăрах çав вырăна чупрĕ. Сывлăш çавăрчĕ те икĕ-виçĕ метр шалалла ишсе кайса кăкăр тулли сывларĕ. Шыва чăмрĕ. Аялта тĕттĕм, шăм-шак сăр-сăр çÿçенсе кайрĕ. Ĕç-пуç чи тарăн вырăнта пулса иртнĕрен путакана çăлма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Алăпа мар, урасемпе унăн кĕлеткине çаклатса пĕтĕм вăйран çыран хĕрринелле ишрĕ. Кĕçех шăллĕ Даниил та ăна курăк çине илсе тухма пулăшрĕ. Путакан кам пулнине тинех палласа илчĕ Паша. Пĕр шкулта вĕренекен иккĕмĕш класри Максим Владимиров... Арçын ача сывламаннине кура пĕрремĕш пулăшу пачĕ. Максим хускалса илчĕ, çăварĕнчен кăпăк тухма тытăнчĕ. Ăна хăйĕн кĕпипе вĕçĕмсĕр шăлса тăчĕ. Çынсем пуçтарăнчĕç... Çук, ку ÿкерчĕке урăх пăхса тăма пултараймарĕ Паша. Хăйĕнчен мĕн килнине пурнăçланăскер вăлтисем пирки мансах килне халтан кайнăн вăйсăррăн ялалла утрĕ...
Тÿрех киле мар, асламăшĕ патне кĕчĕç вĕсем шăллĕпе. Вăйĕ çуккине сиссе, хăйне тĕлĕкри пек туйса диван çине аран ларчĕ. Кÿлĕ хĕрринче мĕн пулса иртнине Даниил асламăшне тĕпĕ-йĕрĕпе васкаса каласа пачĕ. Паша вара çаплипех пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Куçĕ умĕнчен сывлайми выртакан Максим çаплипех кайма пĕлеймерĕ. Хăй вара вилĕмпе куçа-куçăн тăнине ăнланса илсе çÿçенчĕ, çапах та çынна инкекрен хăтарнăшăн хĕпĕртерĕ.
— Ах... Çынна пулăшни сăвап-ха, анчах хăвăрпа та инкек пулма пултарнă-çке, — терĕ асламăшĕ хăраса ÿкнĕскер.
— Асанне, хăв калашле инкек ура айĕнчен сиксе тухать. Çавăнпа та ун пекки кирек кампа та пулма пултарать-çке, — вăйсăррăн сăмах хушрĕ арçын ача.
Паша паттăрлăхĕ пирки ашшĕпе амăшĕ, Сергей Владимировичпа Надежда Михайловна пĕлчĕç те, ывăлĕ çине пĕрремĕш хут курнăн шăтарасла пăхрĕç.
— Паша!.. Чăнах-и? Эсĕ хăв та ача кăна-çке, — терĕç те вĕсем, çав самантра урăх нимĕн те калаймарĕç.
Çав синкерлĕ куна паян та ассăн сывласа аса илет Паша. Хăй пăлханнине палăртмасăр сăмах çăмхине сÿтрĕ вăл.
— Тĕрĕссипе, вăл саманта тĕпĕ-йĕрĕпе аса илейместĕп. Чи тарăн вырăнта Максим путнăран йывăрлăха çаклантăм. Çÿçĕнчен сĕтĕрсе тухас терĕм те, кĕске кастарнăран ниепле те шухăшланă пек тăваймарăм. Çухалса каймасăр урапа çаклатрăм. Пĕтĕм вăя пухса унăн пурнăçне çăлса хăварас тесе, малалла ишрĕм те ишрĕм. Пĕрремĕш пулăшăвне те хамах патăм. Ара, шкулта вĕрентнĕ вĕт. Тухтăрсем те пĕрре мар тĕлпулу ирттернĕ. Ишме пĕлмен Максим аслисемсĕр шыва кĕме кайни — вăл тунă пысăк йăнăшсенчен пĕри. Мана хама атте улттăра чухнех ишме вĕрентнĕ, — терĕ Паша.
Унччен ăçта вĕренме каясси пирки ятарласа шухăшламан вăл. Халĕ ăна çăлавçă профессийĕ кăсăклантарать.
— Çынна пулăшасси — сăваплă ĕç. Çавăнпа та эпĕ хама МЧС тытăмĕнче куратăп. Мана хулара мар, ялта пурăнма килĕшет. Кайăк-кĕшĕк юрлани, вăрман кашлани, ирсерен хĕвел йăл-йăл пăхса шевлине тавралăха илем сапалани кăмăла çĕклет. Е тата пулла кайни мĕн тери савăнăç маншăн. Каллех аттене пула ку енĕпе «чирлерĕм». Темиçе çул каялла пилĕк килограмм таякан карп тытрăм! Ун чухне çапла вăлта хулкки çине пăхса лараттăм. Сасартăк вăл çухалчĕ. Туртса пăхрăм, темскер турткаланса тапкаланма пуçларĕ. Вăлта çиппине хăвăртрах хам паталла туртма тытăнтăм. Çыран хĕрринелле çывхарнăçемĕн хайхискер хытăрах туртăнчĕ. Сысна çури пек çурăмлă карп мĕнпур вăйĕпе вăлтаран вĕçерĕнме тапăçса шывран сике-сике тухса тапкаланчĕ. Çыран хĕрринче пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла туртăнса тарма хăтланчĕ. Çапах туртса кăлартăмах. Вара чылайччен ун çине тĕлĕнсе пăхрăм. Мĕн тери тутлă апат хатĕрлерĕ анне! Çисе тăранмалла мар техĕмлĕскерĕн тути халĕ те асра. Е тата тавралăхри аслă вăрман камăн чунне ырă кÿмĕ? Асамлă вăй пур унта: чуна уçаканни, пурнăçра мĕнпур вак-тĕвек çине алă сулса тĕнчере илем пурри çинчен аса илтерекенни, хитрен пурăнма хистекенни, вăй-хăват хушаканни. Е тата Валем Ахун сăввилле каласан:
Тăван çĕршыв вăл пирĕн —
Пĕрре анчах. Пĕлер хакне.
Тăван çĕршыв вăл пирĕн —
Асран кайми атте-анне, — терĕ çамрăк.
Спорта чунтан юратакан Паша шкул çумĕнчи сывлăхпа кану лагерĕнче тусĕсемпе волейболла, баскетболла вылярĕ. Çутçанталăкра пулса чунне килентерчĕ. Ĕнтĕ лагерь кунĕсем хыçа юлчĕç. Июль уйăхĕнче вара «Орленок» лагерьте пулса савăнĕ. Ку путевкăна вăл Максима çăлнăшăн тивĕçнĕ.
Чăн та, Паша шкулти хастарсенчен пĕри. Вăл кирек епле мероприятисене кăмăлпа хутшăнать. «Зарница» çарпа спорт вăййинче те хастарлăхĕпе палăрнă. Килте те пултаруллă. Ашшĕ-амăшне, асламăшне кирек ăçта та тăтăш пулăшать.
— Эпĕ нимĕнле ĕçе те тиркеместĕп. Ку арçын, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе нихăçан та каласа курман. Сарайĕнче тăрăшма кăна мар, пÿртре апат пĕçерме, кашăк-чашăк, урай та çума пултаратăп. Пурте хĕпĕртеççĕ вара. «Пирĕн Паша çитĕнчĕ. Пĕр ĕçрен те хăрамасть», — теççĕ. Ун пек калани чуна хăпартлантарать те ĕнтĕ. Манăн хăвăртрах шкултан вĕренсе тухса юратнă профессие алла илес килет, — тет Паша.
Хама çăлакана пысăк тав!
Максим Владимиров кăçал виççĕмĕш класран вĕренсе тухрĕ. Хăйне çăлакан Пашăпа пĕрле лагерьте канчĕ вăл. Иртнĕ çулăн синкерлĕ кунне аса илме ыйтсан:
— Эп хам та вăл саманта ытлашши астумастăп. Тĕлĕк евĕр пулчĕ те. Тантăшсемпе аслисемсĕрех кÿлĕ хĕрринче киленеттĕмĕр. Сасартăк ура шуса кайрĕ, шыв хăй патнелле туртса кайрĕ... Хам ишме те пĕлместĕп вĕт-ха. Аслисен асăрхаттарăвне темшĕн ăша хывман çав эпĕ. Инкек тÿсрĕм те, малашне ун пек хăтланмастăпах. Республикăри ытти ачасене те хытарсах калатăп: ишме пĕлмесен кÿлĕ хĕррине ан та пыр. «Шывăн турачĕ çук» текен каларăша асра тытмаллах. Тата манас марччĕ: Паша пек паттăрсем çывăхра пулмасан та пултараççĕ. Хамăн çăлавçа вара тем пысăкăш тав сăмахĕ калатăп, — терĕ Максим хăюсăртараххăн.
Максима юлташĕсем чăн-чăн артист теççĕ. Спектакльсенче выляма чунтан кăмăллать. Хăйне шанса панă рольсене чун-чĕре витĕр калăпласа куракан савăнтарать.
— «Вăрман пулăшу ыйтать» инсценировка хамăн чĕрене те пырса тиврĕ. Унта Якур пичче ачасене çутçанталăка упрамаллине вĕрентет. Чăн та, пирĕн тавралăхпа туслă пулмалла-çке. Кун пирки çĕр çинчи кашни çыннăн пĕлмелле. Çырмасем ишĕлсе ан юхăнччăр тесе кашнин йывăç лартмалла. Кайăксем валли çулсерен сырăш тумалла, апатпа сăйламалла... Çав спектакль сыпăкĕнче эпĕ Якур пичче сăнарне вылярăм. Пĕрремĕш класранпах драма кружокне юратса çÿретĕп, паянхи кунччен те сцена çинче эпĕ. Çакă манăн чун иленĕçĕ, — тет Максим.
Максим хальлĕхе хăй ăçта вĕренме каяссине палăртман.
— Ÿссе çитем-ха, куç курать унта. Çапах та çĕршыва юрăхлă çын пулатăпах. Унччен вара аннене хамăн пархатарлă ĕçсемпе савăнтарам. Эпĕ ăна килте яланах пулăшатăп. Паша пекех нимĕнле ĕçрен те хăрамастăп, — çирĕплетет мал ĕмĕтлĕскер.
...Пулăра Паша. Вăлта хулкки çурринчен ытларах шыва чикĕнсе тăраканскер, сасартăк тайăлса тÿрленчĕ. Унтан сисĕни-сисĕнми чĕтренсе аяккалла шуса кайрĕ. Шунăçемĕн путса пычĕ. Вăлта вĕçĕнче йывăр та чĕрĕ япала хыттăн чĕтреннине туйса ăна ерипен çыран хĕрринелле сулăнтарчĕ. Унăн йывăрăшĕ çамрăк пулăçăн пĕтĕм чунне хаваслантарчĕ. Пулă хытăрах тапкаланнăçемĕн унăн сăмси татăлса каясран сыхланчĕ. Кĕçех пысăк пулă çырана тухса выртрĕ.
— Пĕве хĕрринче яланах çакнашкал лайăх кăмăл пултăрччĕ манăн. Шăрăха парăнтарас тесе шывра киленекенсен те килĕсене савăк кăмăлпа таврăнмалла пултăрччĕ, — терĕ Паша.
Элиза ВАЛАНС.
Етĕрне районĕ, Кăкшăм.
Комментари хушас