Паян — вĕренӳри, спортри хастарсем, ыран — çĕршыв хӳтĕлевçисем

30 Çĕртме, 2016

Патăрьел районĕнчи Хĕвеллĕ уçланкăра çамрăк çарçăсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен черетлĕ 48-мĕш республика финалĕ уçăлчĕ.

Вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин тата ытти хаклă хăна çамрăк çарçăсене çак хăй евĕр уяв ячĕпе хĕрӳллĕн саламласа сывлăх сунчĕç.

Çамрăк çарçăсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем яланах пĕлтерĕшлĕ. Унта хутшăнакан кашни çамрăкшăн пысăк уяв шутланать вăл. Уйрăмах республика шайĕнче иртекен финал вăййисем. Вĕренӳ çулĕнче пухнă пĕлĕве, çирĕпленсе тĕрекленнĕ шăм-шакри вăй-хала тĕрĕслемелли вырăн-çке. Кунта кашниех хăйне тивĕçлĕ хак парать. Ăна шута илсе малашлăх валли тĕллев лартать. Çарпа спорт вăййисем паянхи ăрушăн патриотизм шкулĕ çеç мар. Кунта вĕсен тĕрлĕ енлĕ аталанăвĕ палăрать. Ăс-тăн, пултарулăх, тавçăрулăх, çаврăнăçулăх, кĕтмен лару-тăрура хăвна тытма пĕлсе кирлĕ йышăну тупасси — пурне те, пурне те «Зарницăпа» «Орленок» туптать. Çĕршывăмăр умне кĕтмен инкек сиксе тухсан ăна сирсе ярасси çитĕннисенчен çеç мар, хăйсенчен те килнине çамрăксем туяççĕ. Паян вĕсем вĕренӳре пултарулăхĕсене туптаççĕ пулсан, ыран вара çĕршывăмăрăн сыхлавçисем, хӳтĕлевçисем.

Финал ăмăртăвĕ хĕрӳ иртесси уяв пуçлансанах сисĕнчĕ. Хăватлă çар маршĕн кĕвви янăраса кайсан çарçăсем хăйсен стройпа утас ăсталăхне кăтартрĕç. Тĕрлĕ çар тумне тăхăннă отрядсем такăр çулпа марш çеммипе харăс пусса утса иртрĕç.

«Палатка хулинче» пурăнса кашни кун хăйсене тĕрлĕ енлĕ кăтартма пуçларĕç. Программăра палăртнă кирек епле конкурса та кăмăлпа хутшăнаççĕ. Кашни пĕтĕмлетĕве çирĕп жюри тăвать. Мĕнле кĕрешрĕн — çавăн пек кăтарту. Кунта никамăн та такам килсе пулăшасса кĕтмелли çук. Хăв вăйна, пĕлĕве, отряд çирĕплĕхне çеç шанмалла.

Паллах, пурте çĕнтерӳçĕ пулаймĕ, ăмăрту-вăйă саккунĕ çапла. Апла пулин те, ăмăртусен сывлăшĕ, илемлĕхĕ, хас-тарлăхĕ, палатка пурнăçăн романтики, вучах хуранĕн яшка-пăтă техĕмĕ кашни çарçă чунне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлĕ.

Вăйă епле иртни çинчен тĕплĕнрех çитес номерте пулĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.