Çуткасси, Мăчкаш... Эпир пурте хурăнташ
Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕ... 345 çул тултарчĕ вăл. Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта 100 кил шутланнă, вĕсенче 517 çын пурăннă. Унтанпа шыв-шур нумай юхнă. Чылай улшăну пулса иртнĕ. Паян вара 62 хуçалăхра — 138 çын.
Ачасем вара Кăкшăм шкулне вĕренме çÿреççĕ. Вĕсемех ялти паллă çынсем пирки сочинени çыраççĕ, аслисемпе мăнаçланаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ку ялтан 99 вăйпитти фронта тухса кайнă, 40-шĕ нимĕçсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ. 59-шĕ вара Çĕнтерĕве тĕрлĕ хулара кĕтсе илнĕ, тăван тăрăха таврăнса тăван-пĕтенне савăнтарнă. Паттăрсене халалласа палăк та çĕкленнĕ Çуткассинче. Ăна та тирпейлĕ пăхса тăраççĕ вĕренекенсемпе аслисем.
Çак ялта пурăнакансем — ашшĕ-амăшĕ, ачи-пăчи, ватти-вĕтти — хăйне евĕрлĕ. Çут çанталăка юратса унпа киленме пĕлекенсем, тарăн туйăм-сисĕмлĕ, ырă та çемçе чунлă çынсем. Вĕсемшĕн хĕвелĕ те ăшăрах кунта, çилĕ те çепĕçрех, ачашрах.
«Унччен пурăннă халăх та ку çĕр çинче тулли кăмăлпа утса çÿренĕ. Акă, сăмахран, пирĕн юратнă Чăваш халăх писателĕ Леонид Агаков та ыттисемпе пĕрле савăннă, юрланă, ĕçленĕ. Вăл та хăйĕн чун илемĕпе, ăшшипе хитрелетнĕ тавралăха... Çавăнпа эпир те, Кăкшăм шкулĕн сывлăхпа кану лагерьне çÿрекенсем, ял уявĕнче халăха юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Татах та татах чун-чĕрене тивмелле илемлĕ юрă çĕкленчĕ. Çырма кукăрĕсемпе шырлансене çапăнса, анаталла юхрĕ... Пирĕнпе пĕрлех кайăксем хĕпĕртерĕç. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кайăк. Пĕр-пĕрне чĕнсе канăçлăн юрларĕç. Çакă сарă кун, вăрман, уй-хир уçлăхĕ, хаваслантарса та çĕклентерсе, ырă тĕлĕке аса илтерчĕ. Каçăхтарса яракан илемлĕх хуçаланчĕ-çке çав самантра! Хула сывлăшĕ хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнпа, тăван кĕтеспе, утма мĕн тери кăмăллă пулчĕ аякран çитнĕ хăнасене. Асра юлмалла иртрĕ уяв. Пурин кăмăлне те кайрĕ хаваслă праçник.
Савнă ялăм, Çуткасси,
Сăрт çинче ларать.
Мăчкаш шывĕ илĕртсе
Хумне вылятать...
Çак сăвă йĕркисем те чуна çывăх мар-и-ха? Çапах та пире çак тĕлĕнмелле куна мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем парнеленĕ. Вĕсем ирсĕр нимĕçе çапса аркатман-тăк — паянхи илемлĕ пурнăçа курман та пулăттăмăр. Лагерьте те канса савăнаймастăмăр. Çавăнпа та пирĕн паттăр салтаксене яланах асра тытмалла, вĕсемпе мухтанмалла, мăнаçланмалла, — терĕç шкул ачисем хăйсен ялĕ, тавралăхĕ пирки ыррине çеç каласа.
Вăйлă çил тÿпери пĕлĕтсене каллĕ-маллĕ хăваланă вăхăтра кичем ачасене. Ара, урамра чупма, шыва кĕме чарать-çке! Çыран хĕрринчи курăк та сивĕ, унта канлĕн выртма мар, пусас та килмест ун çине çарран. Çумăр çăвать тăтăшах. Чим, ăçта пытаннă-ши ачасен тусĕ — хĕвел? Каникула кайнă çамрăксен пуçĕсем усăннă, ним патне ал-ура çыпçăнмасть-çке çакнашкал çанталăкра.
Анчах Кăкшăм шкулĕнчи сывлăхпа кану лагерьне çÿрекенсене кунашкал вăхăт пĕрре те пăшăрхантармарĕ. Пурнăç хаваслă чухне кун иртни сисĕнмерĕ. Мĕнле кăна вăйă вылямарĕç-ши! Мĕн чухлĕ уяв ирттермерĕç-ши? Кашни хăй хастарлăхне кăтартса пачĕ. Чăн та, пурте пултаруллă. Пĕри юрлама маттур, тепри — ташлама, виççĕмĕшĕ — ÿкерме е мĕн те пулин ăсталама.
Авă лагерь ертÿçи Надежда Николаевна Иванова вĕренекенсен тавра-курăмĕ аталантăр тесе тĕрлĕ япала тума вĕрентет. Тĕслĕ хутсенчен, канфетсенчен чечек çыххи ăсталаттарни те ачасен кăмăлне çĕклентерчĕ. Вĕрен явма вĕренсен те хĕпĕртерĕç сатурсем. Ара, вĕрен-тавраш ялта кашни утăмрах кирлĕ-çке. Пăру кăкарма, кашта тума, лав çыхма — таçта та усă курмалли хатĕр-çке вăл.
Пĕр кунхине вара сарă хĕвел аса илчĕ пулас шавлă ачасене. Вăл çутăлса тухрĕ те шкул чÿречисенчен йăлтăртаттарса пăхрĕ. Хăй шевлине лагерьти ачасен пит-куçĕ çине ачашшăн сапаларĕ. Капла кам савăнмĕ чунтан? Хаваслă ачасем хыпаланса урама чупса та тухрĕç.
— Мĕн тери лайăх! Уçă сывлăшра ытларах та сиккелес, чупкалас, кулас килет! — терĕç савăнăçлăскерсем.
Кашни куна усăллă та хаваслă ирттереççĕ Кăкшăмсем. Вырăссен паллă поэтне Александр Пушкина халалланă куна те асра юлмалла йĕркелерĕç. Сăвăсем каларĕç, унăн пурнăçне аса илчĕç. Хăйсен ентешне, чăваш халăх писательне Леонид Агакова та сума сурĕç. Вăл çуралнă Çуткассине те çитрĕ хаваслă ушкăн. Çыравçă пурăннă урампа утрĕ, çурт ларнă тĕлте чарăнса пултарулăхĕ пирки калаçрĕç. Вăл çырнă произведенисене тишкерчĕç. «Партизан Мурат» хайлавĕнчи хурарах сăнлă, чăп-чăмăр питлĕ, пысăк куçлă вунтăваттăри паттăр Мурат Коршунова аса илчĕç.
— Пирĕн çулти арçын ача вăрçă вăхăтĕнче терт-нушине чылай тÿснĕ-çке... Леонид Агаков çырнă йĕркесене куççульсĕр вулама çук... Яла нимĕçсем кĕрсен чылайăшĕ партизан отрядне кайса паттăрла ĕçсем тунă. Пĕр çĕрте фашистсен поездне çырмана сиктернĕ, тепĕр çĕрте çул тăрăх пыракан автомашинăсене тапăннă, салтакĕсене тĕп тунă. Пурлăхĕсене туртса илнĕ, — терĕç кĕнеке вулама юратакан хĕрачасем.
Арçын ачасен те каламалли тупăнсах пычĕ.
— Мурат партизансен ушкăнне лекме ĕмĕтленни пирки те мĕн тери сăнарлă çырнă писатель. «Эх, çавăн пек отряда лекесчĕ! — шухăшланă Мурат. — Алла пăшал тытасчĕ те кашни кун, кашни утăмра шаккасчĕ фашиста! Хĕнесе вĕлернĕ аннешĕн те, хама асаплантарнăшăн та, персе пăрахнă Якур мучишĕн те тавăрасчĕ. Эх, Якур мучин ытармалла мар халапĕсене урăх никам та илтеймĕ. Урнă йытăсем! Отряда лексен нимĕн чухлĕ хăрамăттăм, пĕр тумлам вăй юлмиччен çапăçăттăм», — тет вăл чышкисене чăмăртаса. Çапах унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет. Партизансен отрядне лексе паттăрла ĕçсем тăвать вăл. Эпир те ÿссен Мурат пекех Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пуласшăн, — терĕç юлашкинчен арçын ачасем пĕр харăссăн.
...Мăчкаш юханшывĕ... Ахаль чухне унти хитрелĕхе сăнаман та-и, тен, ачасем, ушкăнпа похода кайсан çут çанталăк нихăçанхинчен те хитререх курăнчĕ вĕсене.
— Пăхсамăр, юханшыв урлă кайăксем ăмăртмалла вĕçеççĕ!
— Тавралăхăн симĕс те илемлĕ тумĕ пире похода кайма татах та чĕннине сисетĕр-и, туссем!
— Мĕн тери аван çутçанталăкра, шкулта парта хушшинче ларни мар! Чун каниччен уçăлса çÿреме пит шеп.
Пĕр-пĕрне пÿлсе шавларĕ те шавларĕ хаваслă ушкăн. Вылярĕç, савăнчĕç, кулчĕç. Хуранта ташласа пиçнĕ апат вара пурне те килĕшрĕ.
— Ах, мĕн тери тутлă, техĕмлĕ. Чĕлхе анса кайма та пултарать капла! — терĕç савăнса.
— Çапла çав, ачасем. Çутçанталăкра пĕçернĕ апатăн та, вĕретнĕ чейĕн те тути урăхла, — ăнлантарчĕç воспитательсем хастарсене.
Истори страницине уçсан...
Кăкшăм шкулĕнче пуян музей пур. Тем те упранать унта. Ĕлĕкхи тум-юм, хуçалăхра кирлĕ япаласем... Ялти хастар çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем те вырăн тупнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашма та пулать. Шкула хăнасем килсен кунта кĕрсе тухмасăр каймаççĕ. «Лайăх музей, пуян. Тăван çĕршывшăн паттăррăн кĕрешсе пуçĕсене хунă çамрăк салтаксен шăпи кулянтарать ытларах. Вĕсене асра тытса пĕр кĕтес туни — калама çук пысăк ĕç. Ан тив, килес ăру та çав паттăрсене асра тыттăр», — теççĕ.
Лагерь ачисем те кашни кун кĕреççĕ музея. Экскурсовод вара сăмах çăмхине васкамасăр сÿтме тытăнать.
Акă Тăван çĕршывшăн вăйне, пурнăçне шеллемен паттăрсем...
Агафья Лукинична Лукина... Чăнах, унăн шăпи пурне те пăшăрхантарать, чуна çÿçентерет. Вăрçăра связист пулнă вăл. Паттăрлăхĕпе пĕрре мар палăрнă. Мăшăрĕ ирсĕр тăшмана пула ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Вăрçă хыççăн пĕчченех таврăннă тăван тăрăхне. Кунта та телейĕ унран айккинчен пăрăнса иртнĕ. Вербовкăпа Мускава ĕçлеме янă ăна. Агафья пĕчĕк ачине тă хăйĕнчен хăварман. Инçе çула юратнă пепкипе тухса кайнă. Пĕррехинче лавккара ывăлне çухатнă вăл. Çук, тем пек макăрса шырасан та — тупайман тĕпренчĕкне. «Турă çырлахтăрах! Йĕп мар-çке вăл... Çак самантра ăçта кайса кĕме пултартăр? Вăрласа кайрĕç-ши? Юратнă мăшăрăма аса илтерекенни те вăл çеçчĕ-çке» — ниепле те лăпланса хăйне алла илеймен хĕрарăм.
Вăхăт иртсен яла ывăлĕсĕр таврăннă вăл. Çук, ниеп-ле те пепкине манайман. Урамра хаваслăн чупса çÿрекен ачасене куççуль витĕр пăхнă. Çулсем иртнĕ, тепре качча кайнă Агафья. Шел, Турри ача парнелемен çамрăк çемьене. Хĕрарăмăн чунĕ вара çаплипех йĕппе чикнĕн ыратнă. Кашни ачара çухалнă ывăлне курнă. «Ку таранччен çитĕнсе каччă пулчĕ ахăртнех. Ячĕ çавах-ши? Паян кама, ăçти хĕрарăма ыталаса: «Анне!» — тесе чĕнет-ши? Е таçта нуша курса çÿрет? Тăван амăшĕ уншăн епле куляннине чунĕ сисет-ши тата пĕрех хутчен?» — тесе час-час куççульне ирĕке янă. Юлашки сывлăш тухнă чухне те тĕпренчĕкнех аса илнĕ, аса илнĕ те... ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
...1941 çулхине арçынсем вăрçа кайсан ял хуçалăх техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă Серафима Ильинична Петрухинăна колхоз председательне лартнă. Фронта халăхпа тĕрлĕ япала ăсатнă вĕсем. Анчах пике ăшĕ лăпланман. «Вут-çулăм уйне манăн та каймалла!» — тенĕ çирĕппĕн.
Санитарка чылай салтак пурнăçне çăлнă. Çĕнтерÿпе киле таврăннă вăл. Шел, шăллĕн Василий Ильичăн шăпи урăхларах килсе тухнă. 1944 çулхине унран тăванĕсем сăвăлла юлашки çырăвне илнĕ.
«Эп çуралнă Уйкас ялĕнче,
Çитĕннĕ атте шурă пÿртĕнче.
Çитĕнтĕм, çитрĕм 18 çула,
Уйрăлтăм эпĕ юратнă тăвансенчен.
Ку сăвва çыратăп уйрăлас кунсенче,
Уйрăлатăп, юратнă тăвансем.
Тек кураймăп сире ĕмĕрте,
Тен, эсир те манăр мана.
Анчах та хушатăп ĕмĕр асăнма,
Хăвăр мĕскĕн ывăлăра Васяна.
Ун чухне ман чĕрене, тен, тивĕ тăхлан,
Ун чухне юлăп катари çĕршывра.
Тăвансем те пĕлмĕç мана ăçтине,
Кайăксем йăтĕç шăммăм-шаккăма.
Çак сăввăма эпĕ çыратăп,
Чĕрем çулăмпа çуннă вăхăтра.
Анчах та сăввăма вĕçлетĕп...
Икĕ куçăм куççульпе тулнипе...
Сирĕн ывăлăр — ВАСЯ?
Иван Семенович Пчелкинăн юлашки кĕске çырăвĕ те чуна йĕппе шăтарнăн ыраттарать. Хăй вилĕмне сиснĕ вăл, унсăрăн çакăн пек йĕркесем шăрçаламан пулĕччĕ. «Юратнă Аннăпа ачамсем! Мĕнле пурнăçсем? Ĕнер вăйлă вут пулчĕ. Пĕччен сывă юлтăм... Таса пулсан тата çыру ярăп-ха та, çапах та ырă мар хут кĕтсе тăрăр. Вăрçăра тем те сиксе тухма пултарать-çке. Сирĕн çырăвăра илтĕм, пысăк тав!»
Хыпарсăр çухалнă салтак пирки 1947 çулхине Смоленск облаçĕнчи Гагарин хулинчен хыпар килнĕ. «Вăрçă вăхăтĕнче ку тăрăхра 400 кун хĕрÿ çапăçу пулнă. Иван Семенович Пчелкин пирки пĕлтĕмĕр. Унăн тата ытти салтаксен шăммисене лаша кĕреплисемпе аран пуçтарса пĕтертĕмĕр», — тенĕ унта.
Степан Моисеевич Моисеев танкист Орел пĕккинчи хĕрÿ çапăçура пулнă. Берлина çитиччен унăн танкне нимĕçсем сакăр хутчен вут тивертнĕ. Çапах сывă юлнă. Тăван яла таврăнсан тÿрех бульдозер çине ларнă та паттăр салтак, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çавăн йышши техникăпа ĕçленĕ. «Бульдозер танк пекех туйăнатчĕ мана», — тенĕ вăл малтанхи çулсенче.
Кăкшăм ялĕн историйĕ те ачасене куççуль кăларттарать. 1955 çулхине, аслисем уйра чухне, ялта пушар тухнă.
— Кăкшăм çунать! Кăкшăм çуна-а-ать! — тесе халăх лашасем çине ларса ялалла вĕçтернĕ.
Шел, пĕр вăрăм урамăн улăм витнĕ çурчĕсем куç умĕнчех кĕл купине çаврăннă. Никам та нимĕн те илсе тухайман. Çурт-йĕрсĕр юлнисем çĕр çинче йăваланса макăрнă.
Пушар сăлтавĕ — ачасем шăрпăкпа ашкăннинче. Вĕсем килте никам та çуккипе усă курса улăм купи çинче çăмарта пĕçерме шухăшланă. Ĕç-пуç вара пачах урăхла сиксе тухнă. Типĕ улăма çулăм çиçĕмле хăвăртлăхпа тивсе илнĕ те çуртсем çине сиксе ÿкнĕ. Хăранă ачасем унталла та кунталла тарса пытаннă. Ку хăрушă ĕç пирки Кăкшăм шкулĕнчи кашни ача пĕлет.
— Шăрпăкпа, электричествăпа питĕ асăрханмалла, унсăрăн инкек курасси куç умĕнче, — теççĕ ачасем.
...Лагерьти кану кунĕсем малаллах тăсăлаççĕ-ха. Палăртса хунă тĕллевĕсем кашни кунах пурнăçа кĕреççĕ, юлнисем те çапла хаваслăн ирттессе туйсах тăраççĕ арçын ачасемпе хĕрачасем.
...Кунĕ аван паян. Çăмăлттай çил йывăç çулçисемпе вылякалать, кайăксем пĕрин хыççăн тепри кăвак тÿпенелле вĕçсе хăйсен чĕлхисемпе чĕвĕлтетеççĕ. «Лагерь кунĕсене ăнăçлă вĕçлĕр!» — тенĕн чĕвĕлтетрĕç те, чĕвĕлтетрĕç.
Элиза ВАЛАНС.
Етĕрне районĕ,
Кăкшăм.
Комментари хушас