Тĕрĕслерĕ вăй-хала Хĕвеллĕ уçланкă

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Патăрьел районĕнче пулчĕ. Республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» 48-мĕш финал вăййисене хупнă саманта хутшăнчĕ.

— Эсир Чăваш çĕршывĕн, Раççейĕн шанчăкĕ тата пуласлăхĕ. Çĕршыв çирĕплĕхĕ — çамрăксем, вăйлă та ăслă çитĕнекен çамрăк ăру, — терĕ Юрия Егорович хастарсене ырă сунса.

«Патăрьел çĕрĕ çинче «Зарница» тата «Орленок» республика вăййисем епле иртĕç-ши? Районти ăмăртура хамăр шкул чысне тивĕçлипех хÿтĕлерĕмĕр. Пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Финалта тата йывăртарах пуласси куçкĕретех. Унта хастар та пултаруллă ача нумай пухăнать. Апла-и, капла-и — пур пĕрех пирĕн хамăра кăтартмаллах. Сăмах паратпăр, эпир район, шкул чысне тивĕçлипех хÿтĕлĕпĕр. Чупас-тăк — пуринчен хытăрах, сикес-тĕк — тантăшсенчен çÿллĕрех, юрлас-тăк — ыттисенчен уççăнрах, стройпа утас-тăк — пуринчен хитререх утасчĕ. Ахальтен-им, кунран кун туптарăмăр хамăр ăсталăха. Уроксем хыççăн та, каникулта та тренировкăсем иртрĕç. Хамăртан çирĕп ыйтма хăнăхнăскерсем вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыратпăр. Кашни çамрăк çарçă паян тăван тавралăх, çĕршыв историне, мăн асаттесемпе кукаçисен паттăрла ĕçĕсене лайăх пĕлнипе савăнтарать. Республика финал вăййисене хутшăнасси вара хăй çав тери пысăк парне. Унта кайса курнине, тантăшсемпе вăй виçнине, паллашу каçĕсене, кăвайт умĕнчи калаçусене тата мĕнпе танлаштарма пулать-ши?! Курса тăрăр, финалта «Зарница» ушкăнта пĕрремĕшсем пулатпăрах», — тенĕ Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн хастар вĕренекенĕсем кашни тренировкăрах.

Кашни кун ача-пăча сасси кĕрлерĕ таврара. Самантра ÿссе ларнă палатка хули чăваш ачисен ырă йăли-йĕркисем сÿнменнине, вĕсем тата та çĕнĕ вăй илсе аталаннине палăртрĕ.

Çар тумĕ тăхăннă çакăн чухлĕ çамрăка харăсах хулан нихăш урамĕнче те курайрас çук. Кунта вара «матроссем», «летчиксем», «пограничниксем»...

«Туслăх пĕрлĕхре палăрать», — теççĕ. Çак каларăш пĕлтерĕшĕ уйрăмах вăйăсенче палăрать. Ăмăртура Шăмăршăсем, чăн та, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вĕсен отрячĕ пĕр чăмăр пек пулса пĕтĕм конкурсра лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ. Кашниех ăмăртăва тухнă юлташĕшĕн çунса тăчĕ, вăй-хăват пама пулăшрĕ. Çĕнтерÿ патне хăвăртрах çитме ăнтăлтарчĕ.

Карапай Шăмăршă хастарĕсем хăйсен çитĕнĕвĕшĕн уйрăмах шкул директорне, ОБЖ пултаруллă вĕрентекенне Юрий Федорович Ермолаева тав сăмахĕ каларĕç.

— Юрий Федорович пултаруллă çын. Ялшăн, районшăн, республикăшăн тăрăшаканскер. Кирек кама та хавхалантарма пĕлет. Çав вăхăтрах çирĕп ыйтать. Унсăрăн çитĕнÿ пулмасса хамăр та пĕлетпĕр. Пирĕн çитĕнÿре тутлă апат пĕçерекен Галина Васильевна Кузьминапа Регина Станиславовна Медведеван, вĕсен пулăшуçисен Даша Макаровăпа Аня Лаврентьеван тÿпи те пур. Вутă-шанкăпа тивĕçтерсе тăракан Костя Львов, Петя Мамонтов, Антон Гаврилов та ырă сăмаха тивĕç. Хуран айĕнче хĕрÿ çулăма пула ташласа пиçекен яшкана, шарккăва çисе тăранмалла мар тутлă янтăларĕç. Çак ушкăн кулленех сĕтеле техĕмлĕ апатпа тултарчĕ. Тутлă çинĕренех çитĕнÿ еннелле пĕтĕм вăя пухса ăнтăлтăмăр, — терĕç вĕсем.

Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Александровна Степановăпа социаллă педагог Вероника Лазаревна Филиппова та савăнăçĕсене пытараймарĕç.

— Кăçалхипе çак ăмăрту 48-мĕш хут иртрĕ. Çак тапхăрта пирĕн шкул çарпа спорт вăййине кашнинчех хутшăннă. Малти вунă ушкăнсен йышне лекме пултарнă. Юлашки виçĕ çулта çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пултăмăр. Кăçал вара хавхаланăвĕ тата та виçесĕр! Эпир — пĕрремĕшсем! Конкурсра Патăрьелсемпе тупăшрăмăр темелле. Мĕнле кĕрешрĕн — çавăн пек кăтарту. Кунта никамăн та такам килсе пулăшасса кĕтмелли çук. Хăв вăйна, пĕлĕве, отряд çирĕплĕхне çеç шанмалла. Юлашкинчен «Командир малта пырать» конкурс пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли пулчĕ. Денис Ермолаев жюри умĕнче утса 2-мĕш вырăна тухрĕ! Çакă пуриншĕн те калама çук пысăк савăнăç пулчĕ. Денис пур çĕрте те маттур. Вĕренÿ отличникĕ, спорт тусĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пурнăçне çарпа çыхăнтарасшăн, — хăпартланчĕç учительсем те.

Чăн та, ушкăнри çамрăксем пурте хастар. Саккăрмĕш класран ăнăçлă вĕренсе тухнă Кирилл Степанов... Пĕлтĕр хăйсен ÿсĕмĕсен хушшинче йĕлтĕрпе чупса «Чăваш Республикин чемпионĕ» ята тивĕçнĕ. Дзюдо, самбо вăййисенче те хастарлăхĕпе пĕрре мар палăрнă. Спортсăр пĕр кун та пурăнаймасть вăл.

Дима Лаврентьев... Финал вăййине кайма вăхăт çитнĕ чухне ушкăнри пĕр ача чирлесе ÿкнĕ. Димăна йыхрав тунă. Пур çĕрте те сатурлăхĕпе палăракан, нихăçан мухтанма, каппайланма, курнăçланма юратман арçын ача тусĕсене йывăрлăхра пăрахман, вĕсемпе пĕрле Патăрьел тăрăхне васканă.

Вĕсенче - Раççей пуласлăхĕ

Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕн хастарĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймерĕç пулин те, пуçĕсене усмарĕç.

— Паллах, пурте çĕнтерÿçĕсем пулаймĕç. Вăйă саккунĕ çапла-çке. Чи кирли ачасен туслăхне çирĕплетесси. Пĕр-пĕриншĕн, пурте пĕриншĕн тăрас туйăма вăйлăрах аталантарасси, ушкăнлăха çирĕплетесси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çапах та ăмăртусен сывлăшĕ, илемлĕхĕ, хастарлăхĕ, палатка пурнăçĕ, хуранри яшка-шарккăвĕн тутлă тути кашни çарçăн чунне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Çук, кунта çĕнтерейменнишĕн пуçа усмастпăр. Паянхи кунпа çеç пурăнмастпăр-çке. Çапах та пирĕн пĕчĕк шкулăн хастарĕсем районта пĕрремĕш вырăна тухни кăмăла çĕклет. Сăмахран, ĕнерхи çарçăсен йышĕнчи каччăсем — паян курсантсем. Пурнăçĕсене çарпа çыхăнтарас тĕллевлисем паянхи ăрура та пур. Çак пуян та чечекленекен çĕр çинче çавнашкал хастарсем çитĕннĕрен мăнаçланатпăр çеç. Вĕсенче чăваш тата Раççей пуласлăхне, шанăçне, тĕрекне курса савăнатпăр мар-и? Çапла вĕсем вăйлă, ăслă, пăравур, çаврăнăçуллă пулнине курма питĕ хавас. Эпир авă, çĕнтерÿçĕ ушкăнпа Карапай Шăмăршăсемпе çывăх туслашрăмăр. Малашне те туслă çыхăнăва аталантарас тĕллевлĕ эпир, — терĕ ОБЖ вĕрентекенĕ Александр Анатольевич Михайлов.

Отряд командирĕ Максим Гаврилов — мал ĕмĕтлĕ çамрăк. Унăн пултарулăхĕ пур енлĕ. Патăрьел тăрăхĕнче асра юлмалли самантсем тем чухлех пулчĕç уншăн. Ытти район ачисемпе паллашса пĕр чĕлхе тупрĕ, пултарулăхĕсемпе паллашрĕ.

Хамăр çитĕнÿпе кăмăллă

Канаш районĕнчи Раççей Геройĕ Н. Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕн çамрăкĕсем «Зарницăра» виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Ытти çулсенче те вĕсем çĕнтерÿ картлашки çине пĕрре мар хăпарнă.

— Кăçалхи çитĕнÿпе те кăмăллă эпир. Пĕрремĕш кунхинех хăш отряд вăйли курăнчĕ. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăсем, Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул, Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿ хулин ачисем... Çак виçĕ ушкăн хыççăн эпир пыраттăмăр. Шăп юлашки кунхи конкурсра пирĕн çине телей çаврăнса пăхрĕ. Эпир виççĕмĕш вырăна тухма пултартăмăр! — хăпартланчĕ шкул директорĕ Светлана Станиславовна Васильева. — Палăртма кăмăллă, пирĕн шкултан вĕренсе тухнисем чылайăшĕ çар пурнăçне суйланă. Малашне те суйлĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисен шкулĕ витĕр тухнă. Эпир, Канашсем, çак вăйăсемсĕр пурăнма пултараймастпăр. Кашни конкурс вăхăтĕнче: «Маттур!» «Хăвăртрах! Хăвăртрах!» «Ур-р-ра!» тенĕ сасăсем тавралла илтĕнсе çеç тăчĕç. Ара, кашниех хăйĕн отрячĕшĕн пăшăрханать-çке. Хамăр та çавсен йышĕнчех пултăмăр. Вĕренекенсене кашни утăмрах хавхалантартăмăр.

Элиза ВАЛАНС.

Çĕнтерÿçĕсем

Пĕтĕм йывăрлăха хыçа хăварса мала тухнисене палăртма питех те кăмăллă. «Зарница» ушкăнра çитĕнÿ картлашки çине çак шкулсем хăпарчĕç.

1. Шăмăршă районĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕ. 2. Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул. 3. Канаш районĕнчи Раççей Геройĕ Н. Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕ.

«Орленок» çĕнтерÿçисем: 1. Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул. 2. М. В. Силантьев ячĕллĕ Çĕрпÿри 1-мĕш шкул. 3. Шупашкар районĕнчи Тренккасси шкулĕ.

Çарпа патриот клубĕсем: Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул. 2. Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă шкулĕ. 3. Муркаш районĕнчи Муркаш шкулĕ.

Кадетсем: 1. Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă шкулĕ. 2. Патшалăх службипе управленийĕн Канаш лицейĕ. 3. Шупашкарти А. В. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕ.

Вăтам професси паракан ушкăнсем: 1. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрвăрри технологи техникумĕ. 2. Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ. 3. Шупашкарти Н. В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ.

Элиза ВАЛАНС"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.