Элиза ВАЛАНС

10 Чÿк, 2016

Тăван кĕтес вăй-хăват парать

Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнчи ачасем пур çĕрте те хастар. Уйрăмах спорта кăмăллаççĕ пултаруллăскерсем. Çулсерен иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малтисен ретĕнче пулаççĕ, шкул чысне çӳлте тытаççĕ.

3 Чÿк, 2016

Эреветлĕ те теветлĕ...

Эрнере çичĕ кун. Çичĕ тăван евĕр. Ячĕсем те пур: тунтикун, ытларикун... Çĕр тĕттĕмĕ сирĕлет те çĕнĕ кун пуçланать. Кашни килен кун çынна мĕн те пулин парнелет. Çапах та çынсем ытларах савăнăç кĕтеççĕ. Кĕтсен, кĕтсен — кĕтсе илетĕнех.

13 Юпа, 2016

Шкула вĕрентекен пулса кĕрсен...

Юпа уйăхĕн пиллĕкмĕшĕ. Пограничниксен Руслан Желудкин ячĕллĕ вунпĕрмĕш класĕнче вĕренекен Женя Тимофеевăн аякранах илемлĕн курăнакан шкул патне çывхарнă май чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. Чăнах, ăçтан лăпкă пулăн? Ара, паян, Учительсен кунĕнче, вăл пĕлÿ çуртне вĕренекен мар, педагог пулса кĕрет-çке.

13 Юпа, 2016

Манăçми ĕçтешсем

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн педагогĕсем унчченхи ăрăва та манмаççĕ, кашни уяврах тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене саламлаççĕ. Концертпа, тутлă апат-çимĕçпе, парнепе савăнтараççĕ.

Pages