Шкула вĕрентекен пулса кĕрсен...

13 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн пиллĕкмĕшĕ. Пограничниксен Руслан Желудкин ячĕллĕ вунпĕрмĕш класĕнче вĕренекен Женя Тимофеевăн аякранах илемлĕн курăнакан шкул патне çывхарнă май чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. Чăнах, ăçтан лăпкă пулăн? Ара, паян, Учительсен кунĕнче, вăл пĕлÿ çуртне вĕренекен мар, педагог пулса кĕрет-çке. Çитменнине, директор лавне туртма тивет. Яваплăхĕ тем чухлех.

«Математикăпа физика уро-кĕсенче итлĕç-ши ачасем мана? Шанса панă ĕçе тивĕçлипех пурнăçлама пултарăп-ши?» — тесе шикленерех шухăшларĕ каччă. «Ача-пăча тени — чĕвĕлти чĕкеç. Ăçталла илĕртетĕн, çавăнталла туртăнать. Вĕсем сана итлесси йăлтах хăвăнтан килет. Ырă кăмăллă çеç пул. Пограничниксен класĕнче ăс пухатăн-çке, Руслан Желудкин пекех хастарлăхпа палăрса тăмалла санăн. Унăн амăшĕ, Александра Константиновна, сирте хăй ывăлне курать çеç мар, юратать те. Вăл сирĕн шкула час-час пырса çÿрет. Çамрăксемпе тĕл пулса калаçать, Руслан çинчен аса илсе сăмах çăмхине сÿтет. Анне вырăнĕнчех вăл сирĕншĕн, эсир вара уншăн — юратнă ачисем. Паян вĕрентекен кунĕ, апла пулсан Александра Константиновнăна та саламламалла. Вăл та хăй вăхăтĕнче педагогра тăрăшнă. «Нимĕнле йывăрлăхра та пуçа усмалла мар, шав малалла ăнтăлмалла», — тесе çирĕплетет паттăр çар çыннин амăшĕ те. Эппин, паянхи кун ăнăçлă ирттĕр», — терĕ шалти сасă çав самантрах.

«Тĕрĕс, пирĕн ушкăн пурте Русланран тĕслĕх илет. Вăл Канаш районĕнчи Ачча шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Ачаран пограничник пулма ĕмĕтленнĕскер Раççей Федерацийĕн пограничниксен институтне çул тытнă. Кайран Дагестан Республикинче службăра пулнă. Шел, кун-çулĕ кĕске пулнă подполковникăн. Ăна ирсĕр боевиксем тĕп тунă... Манăн та Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас килет. Шкултан та Руслан пекех ылтăн медальпе вĕренсе тухăп. Спорта юратнăранах пушар хуралĕнче вăй хурас килет. Çынсене йывăр вăхăтра пулăшасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри».

Шухăш авăрне путнăскер коридора кĕнине те сиссе юлаймарĕ.

— Ырă ир, Евгений Михайлович! — терĕ алăк умĕнче кĕпĕрленсе тăракан арçын ачасен ушкăнĕ.

Ашшĕ ячĕпе чĕннине хăнăхман яш йăл кулчĕ, хавассăн сывлăх сунчĕ. Пăшăрханни, хумханни самантрах иртсе кайрĕ. Класс алăкне уçсан сĕтел çине савăтпа лартнă чечек çыххине курчĕ. Пÿлĕме тутлă шăршă сарăлнă, пыл тути калать. Кама савăнтармĕ ĕнтĕ ку? Эппин, ачасем вĕрентекене чăтăмсăррăн кĕтнĕ...

Тен, журналист пулăп

Евгений Михайлович хăйĕн урок çук чухне классене пăхса çÿрерĕ. Ара, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçламаллине пĕлет-çке хастар яш. Унăн вĕрентекенĕсем паян 10-мĕш кадет класĕнчи хастарсем. Вĕсене шанать вăл, ара, пурте пултаруллăскерсем-çке. Район, республика шайĕнче çеç мар, Раççейри ăмăртура та палăраççĕ каччăсемпе хĕрсем. Мал ĕмĕтлĕскерсенчен чылайăшĕ учитель профессине суйласа илес тĕллевлĕ.

Унăн çумĕ, Евгения Вячеславовна Ластухина, алгебрăпа геометрие кăмăллаканскер, ачасене те çак предметпах пĕлÿ пама килĕшрĕ авă.

— Хама вĕрентекенсен йышне илнĕрен малтанлăха пăшăрханса та ÿкрĕм. Ара, ытти чухне коридорта пĕрле шăкăл-шăкăл калаçакан, урамра ушкăнпа вылякана пĕлÿ памалла-им-ха тесе тарăн шухăша путрăм. Пултараймасран хăрарăм. Анчах ачасем патне класа кĕрсен çав шиклĕх таçта çухалчĕ. Ара, мĕн пĕчĕкрен учитель пулас килетчĕ те... çавăнпа-тăр самантрах чунăм çунатланчĕ. Парта хушшинче ларакан кашни çамрăка витĕр курма тăрăшрăм. Хăйсем те ман çине чĕкеç чĕпписем пек чăрлаттарса пăхрĕç. Ÿстерсе каламастăп, ачасемпе ĕçлеме мĕн тери лайăх! Вĕсен лайăх енĕсене аталантарма вăй-халăма шеллемерĕм, — йăл кулса калаçать Евгения Вячеславовна.

Çапла, кадет класĕнче ăс пухакан хастар пике унччен çар çынни пулас тĕллевлĕччĕ. Анчах çулсем иртнĕ май шухăшĕ улшăнчĕ, педагог профессийĕ уншăн калама çук сăваплă пек туйăнатчĕ. Халĕ вара аслă класа куçсан шухăш-ĕмĕчĕ йăлтах урăх авăрта чÿхенчĕ. Журналист ĕçне кÿлĕнесшĕн пултаруллă та вашават Женя.

— Атте пек çынпа калаçма, хутшăнма кăмăллатăп. Çырас туртăм та пысăк. Асаннепе асатте çумĕнче пулнăран вĕсен тĕлĕнмелле сăмахĕсене итлесе ÿсрĕм-çке. Мĕн тери ăслă пуплеççĕ юратнă çыннăмсем! Сĕтел хушшине апата ларсан та: «Мăнукăм, туятăн-и, анне апачĕ пылтан та тутлă», — теççĕ. Е тата хĕллесерен: «Ачам, ăшăрах тăхăн. Сывлăху пĕтсен укçа парса илеймĕн», — асăрхаттараççĕ çийĕнчех. Пахчара е ытти çĕрте тăрмашнă вăхăтра та асаттепе асанне сăмахĕсем хăлхара янăраççĕ: «Ĕçе ыранччен хăварсан ĕмĕрлĕх юлать!» Ахальтен мар ваттисен сăмахĕсене çĕлĕке пуç айне хурса итлеме сĕннĕ... Юратнă çыннăмăрсен ырă сăмахĕсем пурнăçра хам вырăна тупма пулăшаççех тесе шухăшлатăп, — тет пике. — Вĕренме таçта аякка кайма ĕмĕтленместĕп. Асаттепе асаннене, аттепе аннене, аппапа шăллăма пăрахса хăварассăм килмест. Вĕсемшĕн тунсăхлассине халех чухлатăп. Шупашкарта тĕпленсен час-час тăван тăрăха килсе çÿреме меллĕ. Кил-тĕрĕшре нумай ĕç туса пулăшма пулать çитменнине. Инçетрен час-часах килеймĕн атте-анне патне. Йывăр вăхăтра та пулăшу параймăн. Манăн вара юратнă çыннăмсене яланах май килнĕ таран пулăшу парас килет... Эпĕ ял ачи-çке, çавăнпа ялсăр пурăнаймастăп. Автансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла киккириклетни, вăхăтран-вăхăт йытă вĕрни, хапхасем чĕриклетсе уçăлни — ял илемĕ мар-и-ха? Е тата çуллахи куна епле юратмăн? Сип-симĕс курăк шерепеленсе çилпе ачашшăн чÿхенсе ларать, путенесем авăтаççĕ. Таçта çÿлте тăри хăйĕн вĕçĕмсĕр юррине шăрантарать. Пахчасенче сливăсем пиçеççĕ, панулмисем сĕткенленсе хĕрелеççĕ. Çырмасенче вĕлтĕрен кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Вăрманти пĕчĕк уçланкăсенче, ирхи сывлăм нÿрлĕхĕпе тăртанса, хăмла çырлин тутлă шăрши сăмсана кăтăклать. Пур çĕрте те илем, пур çĕрте те чун киленет. Юратнă ялăм пирки журналист профессине алла илсен те нумай çырăп-ха, — палăртрĕ хăй шухăшне Женя.

Кукка — тĕслĕх

Кадет класĕнче вĕреннĕрен Дмитрий Козлов чăннипех те мăнаçланать те, хăпартланать те. Паян авă хăй те алгебрăпа ачасене пĕлÿ пачĕ. Юлташĕсем ăна унчченхилле ятран чĕнмерĕç, «Дмитрий Михайлович», — терĕç хисеплесе те юратса. Учитель ĕçĕ мĕн тери яваплине паян çеç туйса илчĕ хастар яш.

— Çĕнĕ тема ăнлантарнă хыççăн ачасен пĕлÿлĕхне доска умĕнче те тĕрĕслерĕм. Лайăх шутлаççĕ задачăсемпе уравненисене, тăрăшулăхĕсене кура журнала та лайăх паллăсем çеç лартрăм. Арçын ачасемпе хĕрачасем мана ăнланни, урокра шăпăрт ларни, ыйтусене хăвăрт хуравлани — чăннипех те савăнтарчĕ. Çапла, учителĕн ачана лайăх пĕлÿ панисĕр пуçне унăн чĕрине илем кÿмелле, ырă кăмăл парнелемелле. Апла-тăк манран та педагог пулма пултарать, — йăл кулса та хавассăн калаçрĕ Дима. — Чăнах, алгебра предметне хам та питĕ юрататăп. Кунĕпех кăткăс задача-уравнени шутласа ларма хатĕр. Асаннен шăллĕне, Вениамин Геннадьевич Волков полковника, хывнă-тăр çав эпĕ. Вăл çак шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Хусанта вĕреннĕ чухне те унпа танлашакан пулман. Задача хуравĕсене те чи малтан шутласа тупнă вăл. Профессорсем те юратнă ăна. «Хресчен ачи Волков, тусусем авă каллех задачăна еплерех парăнтармаллине пĕлеймеççĕ. Атя, атя, кăтарт мĕнле шутламаллине», — хавхалантарнă час-часах преподавательсем. Кукка пирĕн пата хăнана килсен, тупата, унăн телефонĕ кашни кун, кашни минутра шăнкăртатать пулмалла. Ĕçĕнчен чăрмантараççĕ. Ĕçтешĕсен унран ыйтса пĕлмелли, канашламалли тем чухлех иккен. Эпĕ куккапа чăнласах мăнаçланатăп. Пĕчĕк чухне унăн кăкăр çинчи медаль-орденĕсене тытса пăхаттăм, савăнаттăм. Çар тумне мĕн тери тăхăнса пăхас килетчĕ тата! Ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ темелле-ши? Хам та кадет пулса тăтăм. Çав тума тăхăнсан, кукка пекех Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма сăмах патăм. Вĕренÿре те, спортра та çитĕнÿсем тума тăрăшрăм. Чи савăнмалли — Мускавра кадетсен хушшинче иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн тухни! Ку çитĕнÿре, паллах, атте-анне, педагогсен тÿпи те пысăк. Вĕсем пире пулăшса та хавхалантарса пынăран чи пултаруллисен йышне кĕтĕмĕр-çке. Çак çĕнтерÿ пушшех хăват хушрĕ. Хам та çар çынни пулма тĕллев лартрăм. Чăнах, ĕмĕте пурнăçа кĕртме вăй-хала шеллемĕп. Курса тăрăр, эпĕ те кукка пекех шкул ятне çÿлте тытăп, — çапла пулчĕ унăн хавхалануллă сăмахĕ.

Дима — район пуçлăхĕн стипендиачĕ. Ахальтен тивĕçмен вăл ку хисепе. Пур çĕрте те пултаруллă йĕкĕт çакăншăн хăй те хĕпĕртет.

— Сцена та илĕртет мана. Çук, юрăçă мар эпĕ, сассăмпа куракана тыткăнлама пултараймастăп. Спектакльсенче вара выляма кăмăллатăп. Шанса панă сăнара чун витĕр сăрăхтарса кăларатăп. Хама питĕ килĕшет çак туртăм, — çирĕплетет мал ĕмĕтлĕ яш.

Вальс ташшишĕн те тунсăхлаттăм

Вĕрентекен кунĕ умĕн маларах физкультура учителĕ кам пулассине палăртма та ĕлкĕрчĕç кадетсем.

— Кунта каламасăрах паллă! Паллах, Катя Судова ертсе пырĕ физкультура урокĕсене! Вăл çилрен те хăвăрт чупать вĕт, куç хупса иличчен тарăн çырмаран сăрт çине те хăпарса тăрĕ, — терĕç пурте пĕр канашлă пулса.

Мĕн хушнине ялан тĕплĕн пурнăçлакан Екатерина Анатольевна учитель ĕçĕ çăмăл маррине шăп çак кун туйса илчĕ.

— Вĕренекен пулма лайăхрах. Учителĕн вара яваплăхĕ тем чухлех. Чăтăмлăх, ĕçе тата ачасене юратни çеç йывăрлăха çĕнтерме пулăшать, — терĕ пике шухăша путса.

Саккăрмĕш класс таранччен кадетсен командирĕ пулнă Катя пĕлтĕр тăххăрмĕш класа Çĕнĕ Шупашкара куçрĕ. Олимп резервĕсен училищинче ăсталăхне туптарĕ. Çăмăл атлетикăра тĕнче шайĕнче палăрма тĕллев лартнă пикен ĕмĕчĕ самантрах сÿнчĕ. Тренировкăра ăнсăртран суранланчĕ вăл. Вуннăмĕш класа вара каялла тăван шкула таврăнчĕ.

— Шăпа çавнашкал ĕнтĕ. Мĕн тăвас тетĕн? Яланах ĕмĕтленнĕ пек пулса пымасть çав пурнăçра. Кăлтăкĕсем те сиксе тухаççĕ. Вĕсем утас çула пÿлсе пыраççĕ. Çапах пуçа усма кирлĕ мар тесе шухăшлатăп. Тĕрĕссипе, хулана атте питĕ ярасшăн марччĕ. «Вунпĕрмĕш класс кунтах вĕренсе пĕтермелле ĕнтĕ. Мĕн, хула пурнăçне ытла ир тутанас килет-им? Унта йывăрлăхĕ те тем чухлех пулĕ-ха», — хирĕçлерĕ самантрах. Анне хута кĕчĕ: «Ара, кăмăлĕ пулсан кайтăрах ĕнтĕ. Пултарулăхне аталантартăр. Спортри çитĕнĕвĕсене курах унта çул тытать те-ха ĕнтĕ», — терĕ. Эх, аннене ыталаса чуптума хатĕрччĕ, çурăм хыçĕнче те çунат шăтнăн туйрăм çав самантра. Тăван шкулти педагогсем те манăн шухăша ырламарĕç. «Килĕшмест-им кунта? Апла пире пăрахса хăварас тетĕн? Ку таранччен пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнтăмăр та, ĕнтĕ каятăнах-и?» — текен сăмахсем те палăртнă тĕллеврен пăрăнма пулăшаймарĕç. Тухса кайрăмах хулана!

Кăшт вăхăт иртсен çав сăмахсем пуçран кайма пĕлмерĕç. Чăнах, куллен темиçе сехет тренировка иртнĕрен киле те сайра çÿреме тытăнтăм. Икĕ е виçĕ уйăхра пĕрре! Çакă мана йăлтах пăшăрхантаратчĕ. Тăван килшĕн, ялшăн, аттепе аннешĕн, пĕрле вĕренекенсемпе педагогсемшĕн тата вальс ташшишĕн мĕн тери тунсăхлаттăм! Киле çитсен тÿрех кадет тумне тăхăнса тĕкĕр умне васкаттăм та хам çине темччен пăхса тăраттăм... Пĕлетĕр-и, шăп çавăнта шкулти чи хаваслă самантсем куç умне тухатчĕç... Кадет класĕнче вĕренни, Лев Николаевичпа Татьяна Павловна Ефимовсем пирĕншĕн тăрăшни, Раççей шайĕнчи кадетсен ăмăртăвĕнче çĕнтерни, шкулти мероприятисене хутшăнни, ваттисене пулăшма çÿрени... Çук, хаваслă вăхăтсене ниепле те манма пултараймастăм çав... Пырта тем капланатчĕ, куç куççульпе тулатчĕ... Ĕнтĕ çав пăшăрханусем хыçра. Аманнă хыççăн, авă, тăван шкула таврăнтăм. Каллех маншăн савăк кунсем пуçланчĕç. Эпĕ — унчченхиллех кадет! Мĕнех, пурнăçа спортпа çыхăнтараймарăм пулин те, кулянмастăп та, пăшăрханмастăп та. Тĕнчере пĕр професси çеç мар вĕт. Хамăр шкулти педагогсем пекех ăста учитель пулăп. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре пултарулăха туптăп, — çирĕплетрĕ Катя Судова.

...Кун аван иртрĕ. Уроксем пĕтсен пурте çăмăллăн сывласа ячĕç. Учительсем те, ачисем те.

Киле кайнă чухне, çул çинче шавларĕç пĕр кана тус-тантăшсем:

— Мана паян вĕрентекен кунĕ епле иртни питĕ килĕшрĕ. Çамрăк учительсем те ырăскерсем, — терĕ ушкăнра пĕри, янравлă сасли.

— Кăмăллăскерсем! — пĕлтерчĕ хăй шухăшне иккĕмĕшĕ. — Ырă чунлăскерсем!

— Аслă пĕлÿллĕ педагогсем пекех уроксене лайăх ăнлантараççĕ, вĕсем калаçнине вĕçĕмсĕр итлес килчĕ.

Саккăрмĕш класра вĕренекен Софья Татаровăпа Анжелика Александровăн та уроксем хыççăнхи калаçăвĕ учительсем пиркиех пулчĕ.

— Аслă класра вĕренекен тусăмсене паян ашшĕ ячĕпе чĕнме йывăртарах пулчĕ. Ара, ытти чухне вĕсене ятран çеç чĕннĕ-çке. Çапах хăнăхрăмăр. Хамăра алла илсе урокра вĕсене тимлĕ итлерĕмĕр, мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларăмăр. Хĕрĕх пилĕк минут мĕн тери хăвăрт иртнине сиссе те юлаймарăмăр-çке. Хаваслă вăхăт вăрах тăсăлманшăн ÿкĕнтĕмĕр те. Мана паянхи пур учитель те килĕшрĕ, вĕсене пурнăçра, вĕренÿре ыррине кăна сунатăп, — терĕ Софья сарă хĕвел пек йăл кулса.

— Чăнах, паян кадетсем хăйсене чăн-чăн вĕрентекенсем пек тытрĕç. Вĕсене пăхса ларнă май — ăмсантăм. Ара, манăн та питĕ вĕрентекен пулас килетчĕ унччен. Халĕ темшĕн шухăшăм улшăнчĕ. Тухтăр профессине алла илес кăмăл пысăк. Ахальтен мар, авă, вĕренÿре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăп. Чир-чĕрпе асапланакана вăхăтра пулăшу парас килет манăн. Халĕ çитменнине хими предметне те кăмăллама пуçларăм. Эппин малашне те тăрăшмалла, лайăххи енне туртăнмалла. Çап-çутă ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртмеллех. Пирĕн вара кадетсенчен вĕренмелли чылай, мĕн тери савăк кун парнелерĕç вĕсем паян! — хăпартланчĕ Анжела та.

Çапла мухтарĕç ачасем паянхи вĕрентекенĕсене...

Элиза ВАЛАНС.

Вăрнар районĕ,

Калинино шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.