Элиза ВАЛАНС

6 Юпа, 2016

«Çепĕç çулла, ылтăн кĕркунне... Асрах эсир»

Хаваслă вăхăт, çуллахи каникул вĕçленнĕренпе пĕр уйăх иртрĕ пулин те, чылайăшĕшĕн çав асамлă самантсем халĕ те куç умĕнчех-ха. Акă паян тăхтавра пĕр ушкăн шкул умĕнчи йывăçсем патне уçăлма тухрĕ. Сăмах-юмахĕ вара çав-çавах каникул пирки пулчĕ.

29 Авăн, 2016

Шкул ятне çÿлте тытаканскер

Çиччĕмĕш класри Катя Андреева çитĕнĕвĕсем пирки тус-юлташĕ хăпартланса каласа парать.

— Лайăх вĕреннисĕр пуçне вăл хастар спортсменка та. Çăмăл атлетикăра ăна çитекен çук. Хытă чупать, тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерет. Шкул ятне çÿлте тытать, — тет чи çывăх юлташĕ Клава Егорова.

18 Çурла, 2016

Тÿрленми суран

Салтак амăшĕсем... Вăрçă вăхăтĕнче ывăлĕсене хĕрÿ вут-çулăм хирне куççуль витĕр ăсатнă вĕсем. Тăван тăрăха ырă-сывă таврăнса çемье çавăрма пил панă. Шел, пурин те шăписем пĕр пек килсе тухайман, вăрçă хирĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă салтаксен тăван киле çитсе амăшĕсене ыталама тÿр килеймен...

11 Çурла, 2016

Володичкинсене халалласа – палăк

Самар облаçĕнчи Алексеевка поселокĕнчи Прасковья Еремеевна Володичкина тăхăр ывăлне: Сашăна, Андрея, Петьăна, Ваньăна, Васьăна, Мишăна, Костьăна, Федьăна тата Кольăна фронта ăсатнă. Кашнинех киле каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме пил панă.

Pages