Упа та, слон та — тем те пур кунта!

17 Пуш, 2016
Виççĕмĕш классен пÿлĕмĕнче темĕн чухлĕ «чĕрчун» хăйĕн валли вырăн тупнă. Чăхсене тустарма юратакан чее тилĕ, сурăх-путеке курсан канăçне çухатакан кашкăр, тул çутăлнă-çутăлман яла тутлă ыйхăран вăратса авăтакан автан, хĕл кунĕсенче тутлă ыйха путакан тата тулли пыл чĕресĕшĕн каçăхса кайма хатĕр упа утаман, каçсерен, кĕтÿ ансан ача-пăчана тутлă сĕтпе савăнтаракан ĕне... Тем те пур кунта... Чи тĕлĕнмелли — вĕсем калаçаççĕ. Чĕрĕ çын чĕлхипе тата!

Çапла, туссем! Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан шкулĕнчи виççĕмĕш класс вĕренекенĕсем «Пÿрнеске» Пукане театрĕн кружокне хапăлласа çÿреççĕ. Ара, ăна пуçарса яраканĕ те класс ертÿçи, аслă категориллĕ вĕрентекен Ирина Вячеславовна Григорьева-çке.

— Ача чухнех кÿршĕ-аршă ачисем пирĕн пата пухăнатчĕç те тем тĕрлĕ вăйă выляттăмăр. Ун чухнех манра артист пулас туйăмсем вăраннă ахăрт-нех. Юратнă ĕçе шкулпа çыхăнтартăм. Пĕррехинче театр кружокĕ уçасси пирки чылайччен шухăшларăм. Ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ. Ĕнтĕ вун иккĕмĕш çул çитрĕ ăна йĕркеленĕренпе. Таçта та тухса çÿретпĕр ачасемпе, хамăр пултарулăхпа районти пĕлÿ çурчĕсемпе ача садĕнчи арçын ачасемпе хĕрачасене савăнтаратпăр. Мускаври ăмăртура лауреат ятне тивĕçни те мăнаçлантарать, татах та ÿсĕмсем тума пулăшать. Авă пĕлтĕр, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерстви ирттернĕ фестивальте «Театр ăсталăхĕ» номинацире 2-мĕш вырăна тухрăмăр, — паллаштарать хăйсен пултарулăхĕпе шкулта вăтăр ултă çул ĕçлекен хастар педагог.

— Спектакль пуçлансан куракан шăп-ланать те тимлĕ пăхса итлесе ларать. Çакă пире пушшех хавхалантарать. Чаршав хупăнсан хыттăн алă çупаççĕ. Апла пулсан эпир выляни килĕшет вĕсене. Сцена çинче хамăра епле тытмаллине, калаçмаллине вĕрентĕмĕр ĕнтĕ. Çакăншăн юратнă вĕрентекенĕмĕре Ирина Вячеславовнăна чун-чĕререн тав тăватпăр! — хăпартлансах калаçать вĕренÿ отличници Альбина Степанова.

Ирина Вячеславовна пултарулăхĕпе аппăшне, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕнче ĕçленĕ Галина Зотовăна, хывнă. Вăл ачасене вĕрентнисĕр пуçне вĕсене «Тантăш» хаçатпа, «Тетте» журналпа çыхăну тытма çул уçса парать. Йăмăкĕ Валентина Вячеславовна Пĕрçырлан шкулĕнче биологи вĕрентет. Çак кунсенче хăйĕн вĕренекенĕпе Сергей Охтеровпа Мускавра иртекен экологи конференцине хутшăнма тивĕçрĕ.

Пĕртăван педагогсем малашне те ачасемшĕнех тăрăшасса, вĕсене пурнăç çулне уçса парасса çирĕп шанма пулать.

Элиза ВАЛАНС.

Етĕрне районĕ,

Пĕрçырлан шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.