Юлташ тупма «Тантăш» пулăшать

Уроксем хыççăн пушă пÿлĕме ачасем хаваспах пуçтарăнчĕç. Пĕрисем «Тетте» вулама хапăл пулчĕç, теприсем «Тантăш» хаçата алла илчĕç. Унти заметкăсене, сăвăсене, калавсене тишкерсе тухнă хыççăн хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма манмарĕç.

— Эх, шурă Шупашкартан ытла аякра пурăнатпăр çав эпир. Пирĕн пата хăна-тавраш та час-час килсе çÿреймест. Çапах та республикăри ачасен ĕçĕ-хĕлĕ пирки «Тантăшра» вуласа пĕлетпĕр. «Артек» е «Орленок» лагерьсенче пулса курнă туссем пирки çырнине таса ăмсанупа вулатăп... Ара, манăн та унта канас килет-çке. Пирĕн пата инке килсен яланах хăй вăхăтĕнче «Артекра» мĕн тери хаваслă канни çинчен каласа парать те... пăшăрханатăп та, хăпартланатăп та. Ĕмĕтĕм хăçан пурнăçа кĕрĕ-ши тесе шухăшласа çÿретĕп, — терĕ Таня Головачева хаçат страницисене уçкаланă май.

— Нимĕн те каламастăп, кашнин хăйĕн çутă ĕмĕчĕ. Пирĕн картишĕнче каллех лаша чупса çÿреме тытăнсан çеç хама телейлисенчен пĕри тесе шухăшлатăп. Юратнă урхамахăм вилсен канăçа йăлтах çухатрăм. Тĕлĕкре те янаварпа аташатăп. Хаçат-журналта лаша ÿкерчĕкĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене курсан чун ыратупа тулать. Хăш чухне хам та сисместĕп, урокра ларнă чухнех хут çине урхамах кĕлеткине ÿкеретĕп. Килте те çавах. «Лашапах тултаратăн ĕнтĕ альбомна», — тет вара анне. Аттепе анне манăн ыйтăва тивĕçтерсен, урхамах туянса парсан, тем пекехчĕ, — терĕ выльăх-чĕрлĕхе юратакан Петя Лубашкин.

Улттăмĕш класра вĕренекен Вадим Лебедев калаçăва малалла тăсрĕ.

— «Тантăш» та, «Тетте» те ачасен ÿкерчĕкĕсемпе пуян. Апла пулсан эпĕ ытти вĕренекенрен мĕнрен кая? Хам та ÿкерме кăмăллатăп. Ку пултарулăх аттерен куçнине те тĕшмĕртетĕп. Малашне редакцие электрон почтăпа çыру ямаллах пулĕ. «Выртан каска мăкалнă, çÿрен каска якалнă», — тесе ваттисем ахальтен каламан. Эппин, Турă панă таланта ытти тантăша кăтартмаллах, — самантрах хăй шухăшĕпе паллаштарчĕ арçын ача тусĕсене.

Пиллĕкмĕш класри кăн-кăвак куçлă Софья Илюхина хĕрачасемпе арçын ачасен калаçăвне тимлĕ итлесе ларнă май: «Çуллахи вăхăтра вăрмантан кăмпа-çырла пуçтарса килнĕ хыççăн вулама кăмăллатăп. Ĕшенсе таврăнсан сулхăнта е диван çинче алла хаçат тытма та кăмăллă. Чун апачĕ вырăнĕнчех вĕт-ха «Теттепе» «Тантăш». Çавăнпа вĕсене кашни ача çырăнма тивĕç, — терĕ Софья.

Ытти вĕренекен те унăн сăмахĕсемпе килĕшрĕ. Малашне те юратнă кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытма пулчĕç. Нумайăшĕ çак кунсенчех вĕсене çырăнма сăмах пачĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Улатăр районĕ,

Кивĕ Эйпеç.

 

Элиза ВАЛАНС"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.