Тен, пулăп лауреат

4 Нарăс, 2016

Пĕлÿ тĕнчинче «5» паллăпа çеç туслăн утакан Юля Степановăран: «Ÿссен эсĕ кам пулатăн?» - тесе ыйтсан сарă хĕвел пек йăл кулчĕ.

- Кам пулассине халех татса калаймастăп, анчах асаннерен тĕслĕх илес килет. Вăл тахçантанпах район хаçачĕпе туслă, унăн тĕрлĕ заметкине пĕрре мар вуласа савăннă. Халĕ мана та хăй çулĕпе чуптарасшăн: «Ĕнтĕ пысăклантăн, шкул хыпарĕсене çырма вăхăт та çитрĕ. «Тантăш» хаçата çыру хыççăн çыру ăсатсан пĕрре те пăсăклă мар», - тет. Тĕрĕс калать-ха вăл, анчах нихăçан та редакцие заметка тавраш ярса курман та, шикленетĕп вĕт-ха. Манăн ĕç юрăхлă мар пуласран чунран пăшăрханатăп. Малашне асанне сăмахĕнчен тухмастăп, çыратăп «Тантăша». Çитменнине чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Николаевна Александрова та хаçат-журналпа туслă пулмаллине вĕрентет. Чăнах, хама чапа кăларас шухăш канăç памасть. Ахаль, алă усса ларнипе нимĕн те пулманнине ăнланса илтĕм ĕнтĕ. Тен, кам пĕлет, хам тăрăшсан «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ те пулса курăп-и? - тет хастар хĕрача кăмăллăн.

Пушă вăхăтра Юля садике çÿрекен Андрей шăллĕпе выляма кăмăллать. Тепĕр чухне шăллĕне ăса вĕрентекен юмах-халаппа паллаштарать. Е иккĕшĕ ÿкерчĕксем хатĕрлеççĕ, сăрлаççĕ. Йăлăхсан - пытанмалла выляççĕ, ахăлтатса кулаççĕ.

- Шăллăма çав тери юрататăп, çавăнпа та ăна хамах çырма-вулама вĕрентĕп. «Тетте» журналпа та туслаштарăп, - çирĕплетет Йĕпреç районĕнчи Хурамал шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.