"Ĕмĕр сакки сарлака" роман авторĕ Никифор Мранькка çуралнăранпа çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче 117 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа паян çыравçăн Куславкка хулинчи вил тăприйĕ çине лартнă çĕнĕ палăка уçрĕç.
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче ал ĕç ăстисен конкурсĕ уçăлчĕ. Чăваш Ене çĕршывăмăр 18 регионĕнчен 81 маçтăр килсе çитрĕ. Республика чысне 13 ăста хÿтĕлет.
Паян Шупашкарти "Труд" стадионра Чăваш Ен правительствипе массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсенчен йĕркеленĕ командисен хушшинче футбол матчĕ иртрĕ.
Дагестан каччи Висраил Хаманаев 19 çулта кăна. Унăн пултарулăхĕпе ăсталăхне нумай çул опыт пухса туптанă çыннăннипе танлаштарма пулать. Ташлама юратаканскере Кавказ тăрăхĕнчи ташăсем хавхалану кÿреççĕ. Пĕлтĕр вăл Шупашкарти «Салют» культура керменĕ çумĕнче «Ту ачисем» ансамбль йĕркеленĕ.