«Ту ачисем» ташлаççĕ

20 Ака, 2018

Дагестан каччи Висраил Хаманаев 19 çулта кăна. Унăн пултарулăхĕпе ăсталăхне нумай çул опыт пухса туптанă çыннăннипе танлаштарма пулать. Ташлама юратаканскере Кавказ тăрăхĕнчи ташăсем хавхалану кÿреççĕ. Пĕлтĕр вăл Шупашкарти «Салют» культура керменĕ çумĕнче «Ту ачисем» ансамбль йĕркеленĕ.

Висраил Хасавюрт хулинче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен халăх ташшисене ăша хывса ÿснĕскер 5-рех ташлама пуçланă. Ăна амăшĕ ача садне çÿренĕ чухнех хореографи ансамбльне çавăтса кайнă. «Эпĕ унта савăнсах çÿрерĕм. Шкул хыççăн тÿрех культура керменне васкаттăм. Киле хам тĕллĕнех таврăнаттăм. Ансамбльте йыш пысăкчĕ. Тĕрлĕ халăх ачисем пулнă май тĕрлĕ ташă вĕрентетчĕç», — терĕ маттурскер.
14 çул каялла кăна пĕрремĕш утăмĕсене тунă каччă паян чăн-чăн профессионала çаврăннă. Чăваш Ене вĕренме килсен Дагестан каччи Кавказ ташшисене кăмăллакансене пĕр ушкăна чăмăртанă. Ăна вăл «Ту ачисем» ят панă. Ансамбле 30 çын çÿрет. Коллективра çамрăксем те, ачасем те пур. В.Хаманаев каланă тăрăх — ансамбле тĕрлĕ наци çыннисем çÿреççĕ. Эрменсем, чеченсем, аварсем, вырăссем, азербайджансем, чăвашсем тата ыттисем пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ.
Висраил — пулас медик, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренет. Ташă уншăн чун киленĕçĕ. «Ташламасăр пĕр кун та пурăнаймастăп эпĕ. Эрменпе чечен ташшисем уйрăмах чуна çывăх», — терĕ каччă. Аслă шкулти мероприятисем «Ту ачисемсĕр» иртмеççĕ тесен те юрать, вĕсем хулари тата республикăри пысăк уявсенче те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ.
«Пĕччен чухне ташлама ирĕклĕрех, иккĕн чухне яваплăх пысăк. Темĕнле пулсан та мăшăррăн ташлани килĕшÿллĕрех. Çак шухăша куракансем те калаççĕ», — хĕр тусĕ çумĕнчен уйрăлма пĕлмерĕ каччă. Висраилăн ташăри юлташĕ — Элла Бегларян. Эрмен хĕрĕ Шупашкарта çуралнă. Унăн амăшĕ — вырăс, ашшĕ — эрмен. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.