Альбина ЮРАТУ

27 Çурла, 2015

Вăрттăн шухăшĕсенче юрăç пулмах ĕмĕтленнĕ

Чăваш эстрадинче хăйĕн çутă телейне тата шăпа çулне шыракан Ольга СЕМЕНОВА юрăç мана темшĕн Александр Пушкин çырнă "Евгений Онегин" поэмăри илĕртÿллĕ Татьянăна аса илтерет.

23 Утă, 2015

Пĕччен чарлан

Йĕпреç вăрманĕн уçланкинче вырнаçнă утар ытла та ир килнĕ çуркуннен пин-пин сассипе тулнă. Сарă чечеклĕ симĕс курăк-кавир çийĕн пыл хурчĕсем хавассăн сĕрлесе вĕçеççĕ, çурхи кун илемĕпе савăнаççĕ, тин çеç çурăлнă чечексен тусанне пухаççĕ. Пĕрин хыççăн тепри вĕллесем еннелле вĕçсе сĕткене асăрханса йăтаççĕ. Утар çумĕнчех вырнаçнă сирень йывăççи таврана ырă шăршă сарнă. Шап-шур çеçкисене çурнăскер пирĕшти пекех илĕртÿллĕ. Йывăç пÿрт хыçĕнчи пĕчĕк пахча та шап-шурах, шуракăшсем кÿлĕ хĕррине канма анса ларнă тейĕн.

16 Утă, 2015

“Мана пурте шухăшсăр каччă пек йышăнччăр”

Мĕншĕн килĕштеретĕп-ха эпĕ Калян Ключников юрăçа? Вăл хăйне сцена çинче чăрсăр та шухă тытнишĕн-ши е унран тапса тăракан хăйнеевĕрлĕ илĕртÿлĕхшĕн-ши? Тен, чун хавалĕпе парăнса пурнăçа юратнишĕн? Тĕрĕссипе, хам та пĕлместĕп.

9 Утă, 2015

Кĕтÿ пăхма кайсан та юрă шăрантарнă

Хăй хăва хулли пек çинçешке пулсан та ячĕ унăн, чăн та, питĕ чаплă: Виктория. Чăвашла куçарсан «çĕнтерÿ» тенине пĕлтерет вăл. Кĕçех 17 çул тултаракан чăваш пикин ĕмĕчĕсем хăй пекех таса та çутă. Чылай çамрăкпа танлаштарсан, паянхи кун тĕлне вăл пурнăç çулĕ çинче самаях çирĕп тăрать.

3 Утă, 2015

"Атте юнашар çуккине ниепле те хăнăхаймарăм"

Пурнăçăмра пин тĕрлĕ çынпа паллашса хутшăнма тиврĕ, анчах та çак кунсенче тараватлă кĕрекере хăй кунçулĕнче пĕр тумлам эрех ĕçсе курман чăваш хĕрарăмĕпе чуна уçса калаçса лартăм. Ĕненместĕр-и?

Pages